Санарпуç шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекенсен туслă йышĕ ашшĕ-амăшĕсемпе тата вĕрентекенсемпе пĕр-ле Канаш районĕнчи «Мелилотус» СППК-ра экскурсире пулчĕç.
Хурт-хăмăр ĕрчетес, пыл юхтарас тата чей хатĕрлес технологисемпе паллашрĕç. Тутлă, техĕмлĕ. Ачасем чăвашра ÿсекен Иван-чай, утарçă ĕçĕ-хĕлĕ, сиплĕ пыл çинчен нумай çĕнни пĕлчĕç, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене пачĕç. Дегустацире квас, тĕрлĕ пылак шыв, пыл тутанса пăхрĕç, пахаларĕç.
Ирĕкри вольерти чĕрчунсен пурнăçĕпе паллашма васкарĕç. Чăпар пăлансем питĕ хитре, кроликсем тем чухлĕ! Ăсансемпе пăчăрсем, павлинсем тыткăнларĕç.
Ирина СЕМЕНОВА
Октябрь 2026 |
