Ветерансемпе мухтанатпăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.10.2026, 10:07 Просмотров: 8

Калинино райповĕн ветеранĕсене, Вăрнар райповĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене, пайщиксене Ваттисен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. Потребкоопераци тытăмне пысăк тÿпе хывнă хастарсене эпир асрах тытатпăр. Вĕсем пире тĕслĕх кăтартаççĕ, сулмаклă утăмсем, çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантараççĕ. Аслă ĕçтешсен паха опычĕпе эпир мăнаçланатпăр. Çулсене пăхмасăр обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнаççĕ. Ятарлă çар операцийĕн участникĕсене гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ. Округа хăтлăх, тирпей-илем кĕртессишĕн те хастар тăрăшаççĕ, пуçаруллă утăмсем тăваççĕ.

Паллă кун ячĕпе сире, хаклă ветерансем, чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хăват сунатпăр. Кун-çул сукмакĕпе малалла та çĕнĕ ĕмĕтсемпе хавхаланса утмалла пултăр. Сĕтелĕрсем çăкăр-тăварпа, кĕрекĕрсем тус-тăвансемпе сире чĕререн хисеплекен çынсемпе яланах тулăх пулччăр.

Венера НИКОЛАЕВА,

Калинино райповĕн Канашĕн председателĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика