Спорт çынна пĕр вырăнта тăма памасть, малалла та малалла ăнтăлма хĕтĕртет.
Хусканура пулни çавăн пекех кăмăл-туйăма та çĕклет, тунсăхлама памасть, вăй-хăватпа пуянлатать. Пурăнма, ĕçре çитĕнÿсем тума хавхалантарать. Çакнавĕрентÿ тытăмĕн ĕçченĕсем хутшăннипе иртнĕ спорт уявĕ те черетлĕ хут кăтартса пачĕ.
Ырă йăлана кĕнĕ тăрăх, вĕсене кăçал та «Химик» стадионта çăмăл атлетика ăмăртăвĕ пысăк йышпа пуçтарчĕ. Çанталăкĕ те спорт тусĕсене савăнтарчĕ. Çак янкăр хĕвеллĕ кĕрхи кун вĕрентÿ учрежденийĕсен 17 команди хавас кăмăлпа старта тухрĕ. Ушкăнсем йышĕнче тĕрлĕ ÿсĕмрисем пулчĕç: çамрăксем те, аслăрах ĕçтешĕсем те. Апла пулин те кашниех хăйĕн вăйне, çирĕплĕхне кăтартма, командăна пулăшма тĕллев лартрĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Октябрь 2026 |
