Вăрнарта «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕн «Коммуналлă инфраструктурăна модернизацилесси» федераллă проекчĕпе килĕшÿллĕн пайласа яракан камерăран тытăнса Илларионов тата Ленин урамĕсем таран иртекен шыв пăрăхĕсене çĕнетеççĕ.
Модернизаци планне пĕтĕмпе 4 километр шыв сечĕ кĕнĕ. Çапла майпа тăрпасене йăлтах çĕннипе улăштараççĕ, çăлсене йĕркелеççĕ, переключательсем тата пушар гидранчĕсем вырнаçтараççĕ. Паянхи кун тĕлне ĕçĕн 20 ытла процентне пурнăçланă.
Инфратытăма çĕнетсе улăштарасси республика Правительствин тата Чăваш ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн тимлĕхĕнче. Юлашки пилĕк çулта кăна шыв сечĕсене 360 км çĕнетнĕ. Паян наци проекчĕн йĕркипе Сĕнтĕрвăрри округĕнче тасатакан сооруженисем тăваççĕ, Çĕрпÿре, Шăкăртанра тата Патăрьелĕнче шыв системине çĕнетессипе ĕçсем пыраççĕ.
Октябрь 2026 |
