Пурте вĕренме пултараççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.10.2026, 10:44 Просмотров: 7

Раççей Банкĕ финанс пĕлĕвне сарассипе тĕллевлĕ ĕçлет, çавна май черетлĕ кĕрхи сесси пуçланнине пĕлтерет. Онлайн-уроксем декабрĕн 16-мĕшĕччен пырĕç.

Хальхинче укçа-тенкĕ ыйтăвĕсене тишкерме вĕренекенсене «Финанс хулинчи» супергеройсем пулăшĕç. Вĕсем харпăр хăй бюджетне мĕнле йĕркелемеллине те, кибермушенниксенчен епле хÿтĕленмеллине те уçăмлă ăнлантарĕç, çавăн пекех çĕнĕ финанс технологийĕсемпе инвестицисен тĕнчинче çухалса каймасăр хăвна шанчăклă туйма та хăнăхтарĕç.

Кĕркуннехи сессире çĕнĕ интерактивлă ĕçсем те пулĕç. Сăмахран, тест евĕр ыйтусенчен хăшпĕрисене ирĕклĕ майпа хурав пама юрать. Шкул ачисем çырнине вара пĕрремĕш хут искусствăлла интеллект тĕрĕслĕ.

Чăваш енри Наци банкĕн управляющийĕ Максим Фролов пĕлтернĕ тăрăх, çуркунне финанс ăслăлăхĕн онлайн-урокĕсене 60 пин ытла ача пăхнă. Вĕсене вĕренекенсем те, студентсем те хутшăннă. Кĕркуннехи сессине çырăнма вара тата ансатрах-мĕн. Занятисем дистанциллĕ майпа тата меллĕ вăхăтра иртнĕрен онлайн-уроксене республикăн мĕнпур муниципалитечĕсен вĕренекенĕсем те хутшăнма пултараççĕ. Расписани - проект сайтĕнче.

Ирина ПЕТРОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика