Туслăха çирĕплетме

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.10.2026, 10:46 Просмотров: 7

Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕнче округра тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Аçăмçырми шкулĕнчи çамрăк çул-йĕр инспекторĕсем Калмăк Республикинчи Сарпин районĕн Обильненск шкулĕнчи тантăшĕсемпе телекĕпер пулăшнипе çыхăннă. Пĕр-пĕрин культурипе, ÿсĕм-çитĕнĕвĕпе паллашнă, кăсăклă ыйтусене сÿтсе явнă.

Аçăмçырми шкулĕнчи ЮИД-сен ертÿçи Владимир Петров командăн пуян историйĕпе паллаштарнă. Палăртмалла, спорт кружокĕ 2001 çултанпа ĕçлет, 2011 çултанпа вара ачасем «Хăрушсăр кустăрма» конкурсăн Пĕтĕм Раççейри финалне тăтăшах хутшăнаççĕ. Çул-йĕр правилисене, велосипедпа практика хăнăхăвĕсене çирĕплетме шкул территорийĕнче ятарлă площадка - асфальт сарнă «çĕнĕ йышши автохула» - пур, ăна иртнĕ çул çĕкленĕ. Тÿрĕ эфир вăхăтĕнче вĕренекенсем чăваш юррисем шăрантарнă.

Калмăк енри туссем те кăсăклă программа хатĕрленĕ. Ача-пăча сачĕн ачисем пултарулăх номерĕсем кăтартнă. Калмăк ЮИД-овецĕсем хăйсен регионĕнчи истори вырăнĕсем тăрăх видеоэкскурси ирттернĕ.

Ку онлайн-тĕлпулу икĕ еншĕн те усăллă пулнă. Ачасем пирĕн Раççей мĕн тери пысăк та тĕрлĕ енлĕ пулнине, йăх-несĕлсен йăли-йĕркисене тытса пыни наци хăйнеевĕрлĕхне упрама пулăшнине курнă.

ЮИД юхăмĕ правилăсемпе паллăсем пирки кăна мар. Вăл - чăн-чăн пурнăç шкулĕ, пĕр-пĕрне хисеплесси, туслăха хакласси тĕпре. Телекĕпер пĕр-пĕринчен çĕр-çĕр çухрăм аяккарах пурăнакан çул-йĕр инспекторĕсен çамрăк ăрăвне пĕрлештернĕ.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика