Пурне те хумхантарма тивĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.10.2026, 10:04 Просмотров: 6

Наркотиклă тата пуçа арпаштаракан япаласене саракансен çулне пÿлес тĕллевпе республикăри йĕрке хуралĕн органĕсем çирĕп мерăсем йышăнаççĕ. Кăçалхи çур çулта кăна, акă, усă курма юраман, сиенлĕ веществосене полицейскисем 500 ытла килограмм туртса илнĕ. Тупса палăртнă наркопреступленисене пурне те тенĕ пекех ИТ-технологисемпе усă курса тунине пĕлтереççĕ республикăри Шалти ĕçсен министерствинчен.

Ведомство кăтартăвĕсем тăрăх, кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче полици сотрудникĕсем регионсем хушшинче «ĕçлекен» 58 наркокурьера тытса чарма пултарнă. Ку преступниксем Чăваш ен витĕр наркотиклă тата психотроплă веществосене, вĕсен прекурсорĕсене пысăк калăпăшпа турттарса тухма хăтланнă-мĕн. Пĕтĕмĕшле илсен, наркотиксемпе çыхăннă преступленисемшĕн çур çулта 112 çынна явап тыттарнă. Полицейскисем туртса илсе саккунсăр çаврăнăшран кăларнă веществосен калăпăшĕ 500 килограмран та иртнĕ ?пĕлтĕрхи çак тапхăрта - 365,8 кг%.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика