Чăваш енри Патшалăх автоинспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрнере пирĕн округра çул-йĕр инкекĕ çырăннă-мĕн. Унта çул юсавĕпе ĕçленĕ рабочи йывăр аманнине хыпарлаççĕ. Ку инкек эрнекун 16 сехет иртсен «Шăхасан-Калинино» автоçул çинче, Туçи Çармăс ялĕ çывăхĕнче пулса иртнĕ.
- Инкеклĕ лару-тăрăва лекнĕ «Хендай» машинăна 1975 çулхи хĕрарăм тытса пынă, унăн водитель стажĕ 2014-мĕш çултан. Вăл машинăпа 64-ри арçын çине кĕрсе кайнă та. Рабочи çак вăхăтра çул çинчи асфальт сие тасатас ĕçсене пурнăçланă пулнă. Авари вăхăтĕнче унăн пуçĕ суранланнă, йывăр аманнăскерне медицина учрежденине леçнĕ. Инкек тĕлĕшпе тĕрĕслев пырать - вăл авари участникĕсен айăпĕн шайне палăртĕ, - пĕлтерет Чăваш енри Патшалăх автоинспекцийĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Хамăр инф.
Октябрь 2026 |
