«Вăрнар районĕ мана çын турĕ»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.08.2019, 16:27 Просмотров: 306

Ырă ĕç ĕмĕрлĕх, теççĕ. Акă, районта пурăнакан аслăрах ăрури çынсем, вĕрентÿ ĕçченĕсем, Кив Мĕлĕш, Уравăш тăрăхĕсенче пурăнакансем Георгий Сидорович Сидорова лайăх пĕлме тивĕç. Вăл хăй вăхăтĕнче вăрнарсемшĕн пысăк ĕç тунă – вĕрентÿ тытăмне аталантарассине кăтартуллă шая çĕкленĕ. Паха опытшăн, хастар ĕçшĕн ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе икĕ хутчен, «Хисеп Палли» орденпа, РСФСР çутĕç министерствин, СССР çутĕç министерствин Палăрту паллипе, ытти чылай наградăпа чысланă. Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн аслă пĕлĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Анчах та педагогшăн чи сумлă хаклавĕ: вĕрентÿ тытăмĕн чи пысăк награди – К.Ушинский медалĕ. Ĕнер Георгий Сидорович Сидоров 90 çул тултарчĕ. Юбилей умĕн паллă педагогпа Шупашкарта килĕнче тĕл пулма тÿр килчĕ.

Совет тапхăрĕнчи «сăпайлă» хваттерĕнче халĕ мăшăрĕпе пурăнаççĕ. Икĕ ачи ÿссе çитĕнсе пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă ĕнтĕ. Мăнукĕсем те ÿссе çитĕннĕ.

Георгий Сидоровичăн ăсĕ-тăнĕ питĕ çивĕч. Кĕске мар калаçура мĕн чухлĕ çынна, мĕн чухлĕ ята туллин аса илчĕ вăл. Уйрăмах Вăрнар районĕпе çыхăннă асаилÿсем кăмăллă пулчĕç.

Пултаруллă педагог Красноармейски районĕнчи Янмурçин ялĕнче йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Вăрçă ачи. 1941 çулта 4-мĕш класс вĕренсе пĕтернĕ. «Шăп та хам çуралнă кун аттене вăрçа ăсатрăмăр. Вăл вĕреннĕ çын пулнă, çавăнпа та çĕршывшăн çакнашкал хăрушă тапхăр пуласса малтанах сиснĕ. Эпир аннепе тата пилĕк ача тăрса юлтăмăр», – шухăша путрĕ Георгий Сидорович.

Асли пулнăран ашшĕ ăна яланах пĕрле илсе çÿренĕ, тĕрлĕ ĕçе хăнăхтарнă. Çывăх çыннине фронта ăсатсанах вăл лаша çине ларнă. Сухаланă, акнă, сÿреленĕ. Ĕçре пиçĕхнĕ. Хăй каланă тăрăх, çакă ăна пурнăçра хытă пулăшнă.

Ашшĕ вăрçăран тĕрĕс-тĕкелех таврăннă. Ывăлне çирĕппĕн вĕренме хушнă. Георгий Сидорович Упири шкултан чаплă паллăсемпе вĕренсе тухнă.

– «Аттестат зрелости» текен документа пирĕн, Именкассинчи тата Красноармейски шкулĕсенчи 21 ача тивĕçнĕ. Вунвиççĕшĕ – пĕрле вĕреннисем. Пирĕн шкулта вырăс чĕлхипе тата литературипе питĕ вăйлă учительччĕ. СССР Аслă Канашĕн депутачĕччĕ вăл, – аса илчĕ ветеран.

Чăваш педагогика институчĕн филологи факультетĕнчен вĕренсе тухсан ăна Вăрнар районĕнчи Кĕçĕн Кипек шкулне янă. Çак вăхăтра Корейăра вăрçă пынă, çавăнпа та пурне те повестка панă. Георгий Сидоровича, хĕрлĕ дипломлăскере, Куйбышев ячĕллĕ çар академине вĕренме яма йышăннă. Анчах унта вĕренесси пулман: Корейăра вăрçă чарăннă пирки учительсене, врачсене, ял хуçалăх специалисчĕсене демобилизаци тăвасси, вĕсене халăх хуçалăхне ĕçлеме ярасси пирки хушу кăларнă. «Çапла салтак пулаймарăм», – терĕ Георгий Сидорович.

Вăл Кĕçĕн Кипеке таврăннă, анчах та ку вăхăтра ун вырăнне тепĕр çынна ĕçе илме ĕлкĕрнĕ. Çавăнпа Георгий Сидорович çутĕç пайне кайнă. Роно ертÿçи Василий Михайлович Михайлов ăна кăнтăрлаччен тăхтама хушнă, райкома каяссине пĕлтернĕ. Райĕçтăвкомра ĕнерхи студентăн докуменчĕсене кăмăлласа хакланă, характеристика лайăх. Ăна учителе мар, тÿрех директор ĕçне сĕннĕ. Çапла 22-ри çамрăк Кив Мĕлĕшри 7 класс вĕренмелли шкул ертÿçи пулса тăнă.

– Кив Мĕлĕшре халăх питĕ лайăх. Шкулта 230 ача вĕренет. Коллективра çав тери йĕркеллĕ, ĕçчен çынсем. Завуч Екатерина Сергеевна Сергеева, вырăс чĕлхи учителĕ Клара Григорьевна Осипова, математик Иван Антонович Антонов, ыттисем – вăйлă педагогсем. Туслăн, шăкăл-шăкăл ĕçлеççĕ. Эп çамрăк, вĕсенчен вĕренсе пыратăп, республикăри ученăй педагогсемпе çыхăну тытатăп, – аса илÿ авăрне путрĕ вăл.

Çамрăк директор пуçĕпе ĕçе путнă. Нумай вуланă. Учительсен ĕç условийĕсене лайăхлатма тăрăшнă. Кĕçех Кив Мĕлĕшри шкул ячĕ республика таран кĕрлеме тытăннă. Ачасем çирĕп пĕлĕвĕпе палăрнă. Паллах, çăмăл килмен. Анчах та вăхăт ыйтăвĕн пархатарĕ пысăк пулнă – пурне те вĕрентмелле! Халăх пуян пурăнман, çавăнпа та 6–7-мĕш классенче вĕренекенсем ашшĕсемпе пĕрле Саратов облаçне кĕтÿ пăхма çÿренĕ. Педагогсенчен те çирĕп ыйтаççĕ, çакна пулах ĕнтĕ вĕсен вĕренекенсене ют региона кайса шкула тавăрма тивнĕ.

– Икĕ çултан мана райкома чĕнчĕç. Уравăш шкулĕн директорне куçарассине пĕлтерчĕç. Ку – пысăк сала, вулăс центрĕ шутланнă. Больница, почта, ялпо лайăх ĕçлетчĕç. Шкул пысăк – 790 ача пĕлÿ илет. Учительсем çамрăк. Вăл вăхăтра облаçсем хушшинче кадрсемпе улшăнас йĕрке пулнă. Уравăшра Саратов университетне пĕтернĕ профессор хĕрĕ, питĕ ăслăскер, тимлетчĕ. Куйбышев пединститутне пĕтернĕ вăйлă учитель Татьяна Петровна Петрова. Хусан университетне пĕтернĕ Хлебниковсем: упăшки вырăс чĕлхи учителĕ, мăшăрĕ – биолог... Педагогика йышĕ çав тери вăйлăччĕ. Акă, физик Анатолий Семенович Марков хăйĕн çивĕч ăс-тăнне ачасене туллин паратчĕ, – кăмăллăн калаçрĕ Георгий Сидорович.

Пысăк ĕçсем туса ирттернĕ вĕсем. Районта чи малтан электростанципе ĕçлеме тытăннă. Малтанах çутăпа учительскине, лабораторине тивĕçтернĕ. Унтан генератор туяннă – кашни класа, колхоз правленийĕпе клуба çутă панă. Вĕренÿ планне ĕç урокĕсене кĕртнĕ хыççăн столяр тата металпа ĕçлемелли мастерской пÿлĕмĕсем тăвас ыйту тухса тăнă. Ку уйрăм çурта шкул ачисен вăйĕпех çĕклесе лартма пултарнă. Уравăшри «Мир» колхоза нумай пулăшнă. Ял çыннисем хăйсен ачисемшĕн тăрăшакан çынна райсовет депутачĕ пулма шаннă. Вĕрентÿ ыйтăвĕсене виçĕ созывра хÿтĕленĕ Георгий Сидорович.

Уравăш ачисем, чăн та, пĕлÿпе савăнтарнă. Хусанти аслă шкула, Шупашкарти пединститутăн пур факультетне те çирĕп конкурс витĕр çăмăллăн тухса вĕренме кĕнĕ вĕсем.

– Вăрнар районĕ пур енĕпе те малта пыратчĕ. Куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялав вĕсен аллинчеччĕ. Халăхĕ хастар. Колхозсем вăйлă, республикăна малалла туртса пыратчĕç: кульцавсем, çĕрпелсем, хирпуçсем, калининăсем, çавалкассем, вăрманкассем, ярмушкасем, мăн-явăшсем, – вăрнарсем уншăн çывăх пулни лайăх палăрчĕ.

Уравăш шкулне ултă çул ертсе пынă хыççăн ăна РОНО заведующине лартнă. «Вăл вăхăтра аппаратра ултă çынччĕ: икĕ инспектор, запасри пĕр учитель, икĕ бухгалтер, методика пÿлĕмĕн ертÿçи. Плансем тĕлĕшпе йĕрке турăмăр. Шкулсене тĕрĕслевсемпе эрнере икĕ хутчен тухаттăмăр. Вăйлă директорсем ĕçлетчĕç вĕсенче. Кульцавра Григорий Степанович Нарышкин, Калининăра Иван Степанович Нарышкин, Вăрнарта – Данил Федорович Юлмасов, Кĕçĕн Кипекре – Михаил Илларионович Илларионов», – пĕлтерчĕ Георгий Сидорович.

Вăл Кĕçĕн Кипекри вĕрентÿпе ĕç бригадин ырă опытне кăмăлтан аса илчĕ. Шкул 36 гектар çинче мĕнпур культурăна çитĕнтернĕ, машина-трактор паркĕ пуян пулнă. Чи кирли – ачасем пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрне çак бригада йышне кĕртме тăрăшнă. Кĕçĕн Кипек тĕслĕхĕпе каярах республикăри нумай шкулта усă курма тытăннă.

– Вăл вăхăтра нумай шкул лайăх ĕçлетчĕ. Анчах чи вăйли – Вăрнар шкулĕ. Унта тĕлĕнмелле, ăслă, пултаруллă математик Иван Никифорович Никифоров вăй хуратчĕ. Хăй тавра математиксене пĕрлештерчĕ. Физик – Валентин Никишов – питĕ тарăн пĕлÿ паратчĕ. Вăрнар шкулĕнчен тухакансем Мускав университетне, физикăпа технологи институтне вĕренме кĕретчĕç. Тĕлĕнмелле вĕт – Мускавра Вăрнар студенчĕсен ентешлĕхĕ пулнă! – ырăран та ырă фактсене кăмăлтан аса илчĕ вăл.

– Эп çакна ăнлантăм: ĕçе юратсан вăл хăй те сана юратать. Вăрнар районĕ мана çын турĕ. Эпĕ кунти ертÿçĕсенчен тĕслĕх илсе вĕренсе пытăм. Вăрнар районĕ мана мăшăр парнелерĕ, кунтах эпĕ пĕлĕве тарăнлатрăм. Кунта ĕçленĕ çулсене çав тери таса туйăмпа, пысăк хавхаланупа аса илетĕп, – терĕ Георгий Сидорович.

Георгий Сидоровичăн творчествăлла ĕçĕ, педагогика коллективĕсене пĕрлештерес тесе чунтан тăрăшни сая кайман. 1962 çулта ăна Чăваш АССР-ĕн çутĕç министрĕн заместительне, 1964 çулта республикăн çутĕç министрне çирĕплетнĕ. Тăватă çул – 1973–1976-мĕшĕсенче – ЧАССР Министрсен Канашĕн председателĕн заместителĕнче вăй хунă. 23 çул – И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика институтĕнче, вăл шутра 16 çул – ректорта. Кунта та вăл пысăк çитĕнÿсем тунă, вĕренÿ заведенине аталантарнă, çĕнĕ корпуссем çĕклеттернĕ.

Георгий Сидорович наукăпа тĕпчев ĕçĕнче те ĕлкĕрсе пынă. Кандидат диссертацине хÿтĕленĕ. Геннадий Волков профессор патĕнче çырнă ĕçе вăл пĕтĕмĕшле вăтам пĕлĕвĕн ыйтăвĕсем тавра йĕркеленĕ. Пичет ĕçĕсем 60 ытла. Нумайăшне тĕп изданисенче кун çути кăтартнă.

Георгий Сидорович Сидоров пурнăçра тĕрĕслĕхе хакланă. Çынсемпе çын пек пулнă. Сывă пурнăç йĕркине пăхăннă. Çавăнпах ĕнтĕ ăна хăйĕн çулĕсене памастăн – чылай çамрăк курăнать вăл. Кашни ире гимнастикăран пуçлать. Пурнăçри çĕнĕлĕхсемпе кăсăклансах тăрать. Уйрăмах вĕрентÿ тытăмĕнчи ырă улшăнусем, аталанмалли программăсем туллин пурнăçланни ăна савăнтарать.

Районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕн коллективĕ пысăк профессионализмлă ертÿçĕне, районти вĕрентÿ тытăмне çĕклеме пулăшнă çынна юбилей ячĕпе чĕререн саламлать, çирĕп сывлăх, лайăх кăмăл-туйăм, чĕрере савăнăç, çывăх çыннисен тараватлăхне туйма, 100 çула çитме ырлăх сунать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.    

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика