Çĕр çинче хăтлăхпа илем кÿреççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.08.2021, 14:22 Просмотров: 443

Эпир, кунсеренех Вăрнар урамĕпе утакансем, сисместпĕр те пуль юлашки çул-сенче вăл мĕнле çĕ-нелсе пынине. Вăрах вăхăт аякра пурăннă хыççăн таврăннисем е хăнасем улшăнăва тÿрех асăрхаççĕ% поселок сăнĕ пĕр пилĕк-вунă çултинченех, ак, самай илемлĕрех те хăтлăрах.

Хуларинчен кая мар спортпа культура учрежденийĕсем уçăлчĕç, лавкки-пасарĕ те кашни утасра – кăмăла каяканнине суйла кăна, капмар çуртсем умлă-хыçлă çĕкленчĕç – хваттерсем çĕнĕ хуçисене йышăнчĕç. Кил картишĕсенче вара – ача-пăча сассипе тулакан хÿхĕм вăйă площадкисем.

Çуртсем тенĕрен, нумай хутлăскерсем, хальхи технологисемпе тата строительство требованийĕсемпе хăпартнăскерсем, поселокăн тĕп урамĕсенче те, аяккарахри тăкăрлăкĕсенче те тивĕçлĕ вырăн тупрĕç. Вăрнарăн паянхи аталанăвне тата çĕнелĕвне, кунта пурнăç вĕресе тăнине кăтартакан паллăсем вĕсем.

Çакнашкал улшăнусене курнинче эпир районти сумлă организацисенчен пĕрин – Хуçалăхсем хушшинчи «Вурнарская» обществăн тата унăн ăста строителĕсен – тÿпи пысăккине палăртма тивĕçлĕ. Шăпах вĕсем ĕнтĕ çакнашкал хăтлăха, илеме парнелекенсем, чи пĕлтерĕшлĕ объектсене хăпартакансем.

Организаци районăн, поселокăн кашни тапхăрти сăнне «калăплать» тени ăнсăртран мар. 1962 çултах йĕркеленнĕскер, ырă ятне, шанчăклăхне вуншар çулхи паха та яваплă ĕçĕпе çĕнсе илнĕ. Строительствăри опычĕ сумлă, çуртсене хăпартассине вăраха тăсса яни пулман, пахалăхĕ пĕтĕм стандарта пăхăнать – çавăнпах чи анлă та пĕлтерĕшлĕ объектсене шанаççĕ вĕсене.

Вăрнарта çеç мар, 60 çула капашакан историе илес-тĕк, ял тăрăхĕсен центрĕсенче те МСО ăстаçисем çĕкленĕ тĕрлĕрен социаллă учрежденисен тата хуçалăх çурчĕсен хисепне шутласа та кăлараймăн. Юлашки çулсенче те ялсенчи объектсене илнĕ% строительсен тивлечĕпе вăрçă ветеранĕсем, нумай ачаллă çемьесем йăла условийĕсем тĕлĕшĕнчен лайăх пÿртсене пурăнма кĕнĕ. Пахалăхĕ пирки, чăнах та, иккĕленÿ çук ĕнтĕ. Конкурентлăха çухатас мар тесе, общество ертÿлĕхĕ строительство отраслĕнчи улшăнусене сăнасах  тăрать. Çĕнĕлĕхсене, малашлăхлă технологисене хăвăрт алла илсе пыраççĕ. Унсăр пуçне, усă куракан материалсем йÿннисем мар, пахалăхĕ тĕп вырăнта. Çак принципсене мала кăларса ĕçлени ĕнтĕ «Вурнарская» МСО-на районти строительство отраслĕн лидерĕн ятне чылай çул сыхласа хăварма май парать.

Поселокра кăна, акă, организаци юлашки пилĕк çулта пурăнмалли çурт-йĕре 19687 тăваткал метр хута янă. Пĕтĕмпе нумай хваттерлĕ 12 çурт, 490 хваттер. Вăрнар микрорайонĕсене пуянлатса Тракторнăй тăкăрлăкра 70 хваттерлĕ, Севернăй тăкăрлăкра 50-шар, А.Иванов тата Советски урамĕсенче, Зеленăй тăкăрлăкра 40-шер хваттерлĕ тата ытти урамра 5-шер тата 3-шер хутлă çуртсем кĕске вăхăтра ÿссе ларчĕç. Хăшĕ-пĕрисенче, район администрацийĕпе килĕшÿ çырнă май, пÿлĕмсене социаллă программăсен участникĕсене уйăрса панă. Анчах коммерциллĕ хваттерсем те сутăнмасăр тăмаççĕ – вĕсене строительствăна пая кĕрсе хутшăнас текенсем никĕсе янă тапхăртах йышăнса пĕтереççĕ.  «Продукци» хăвăрт саланни туянакан хакпа пахалăх шайлашулăхне  суйланипе çыхăннă. Паллах, «Вурнарская» МСО-н хваттерĕсем уйрăммăн хутса ăшăтмалла пулни те илĕртет. Çакă çемье бюджечĕшĕн перекетлĕ, коммуналлă тÿлевсен виçине самай чакарать. 

Тĕрĕссипе калас-тăк, çуртсем çулсерен хăпарни пирĕншĕн пурнăç йĕрки. Паян – пĕри, вăхăт иртсен – тепри. Шухăша та каймастпăр, çынсем лайăх условисенче пурăнассишĕн строительсен мĕн чухлĕ тар тăкма тивет. Ĕçĕ çăмăл мар, професси ăсталăхĕ те, чăтăмлăхĕпе вăй-хал çирĕплĕхĕ те кирлĕ. Акă, Ленин урамĕнчи 33-мĕш позицире çĕклекен çурт строительствинче пулма тÿр килчĕ. Кунта хальхи вăхăтра «Вурнарская» МСО тимлекен тĕп объект. Ĕç шавĕ, хăватлă техника кĕрлевĕ кунĕпе хĕрÿ тăрать. Çурта купалама пуçланă ĕнтĕ. Сывлăш температури 30 градусран ытла иртет, хĕвел пайăркисем хĕрхенмесĕр çунтараççĕ – каменщиксем вара кирпĕчсене типтерлĕн ретĕн-ретĕн хурса пĕрремĕш хута хăпартаççĕ. Çавăнпа та мĕнле хисеплемĕн  ку професси çыннисене? «Çăкăрне» ытла та йывăррăн ĕçлесе илеççĕ вĕсем.

Сăмах май, Ленин урамĕнчи ку çĕнĕ çурт 40 хваттере пĕрлештерĕ. «Пÿлĕмсем пурте тенĕ пекех сутлăх – коммерциллĕ пурлăх – пулĕç», – терĕ организаци ертÿçин заместителĕ Юрий Сандомиров строительствăпа паллаштарнă май.

Специалистсен тепĕр ушкăнĕн, отделка енĕпе тимлекенсен, ĕç вырăнĕ Çĕрпел тăрăхĕнче. Кунта, ак, «Вурнарская» МСО тинтерех хăпартнă илемлĕ çурт таçтанах капмаррăн курăнса ларать. Вăл икĕ хутлă, 200 тăваткал метр енне лаптăклă. Хута ярсан ăна «Янгорчино» ял хуçалăх производство кооперативĕн административлă çурчĕ йышăнĕ. Халĕ вара ылтăн алăллă отделочницăсем унăн  шал енне якатса хăтлăлатассипе тăрăшаççĕ.

Кăçал организаци районшăн çивĕч тăнă ыйтăва татса пама пулăшнине те палăртса хăвармалла. Сăмахĕ – морг строительстви пирки. Унта мĕнпур ĕçе хăйсем тĕпĕ-йĕрĕпе пурнăçланă. Яланхиллех – пысăк пахалăхлă, яваплă, палăртнă вăхăтра. Объектра субподряд майĕпе хутшăнса вăй хунă.

– Ахальтен мар çĕр çинчи чи кирлĕ професси çыннисем – строительсем – яланах халăхра хисеплĕ пулнă. Çăмăл мар, анчах пархатарлă – тĕнчене ырăлăх, ăнăçлăх кÿрекен ĕç пирĕн. Коллектив кал-кал тимлесе пынинче кашнин тÿпи курăмлă. Пĕрлехи ÿсĕмсене кашнин ăсталăхĕ тата чун-чĕри хывăнать, – палăртрĕ Юрий Сандомиров. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, хастар тăрăшакансене мухтаса хавхалантарма манмаççĕ. Кăçал та, акă, нумай çулхи тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн Роза Васильева штукатурпа Михаил Иванов водителе Чăваш ен Строительсен союзĕн «Строительствăри тивĕçсемшĕн» паллипе, Владимир Васильев тракториста вара Чăваш Республикин Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăланă. Çавăн пекех пултаруллă ытти специалиста та тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе чысланă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика