Çапла пĕлтерет Вăрнарта пурăнакан 75 çулхи Владимир Федотов
Владимир Федотович - Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн ветеранĕ. Тивĕç-лĕ канура та вăл ахаль лармасть. Уйрăмах ăна пахчаçимĕçпе ĕçлеме килĕшет.
Кăçал та вăл помидорсенчен пуян тухăç илнĕ.
Калчасене хăех çитĕнтерет. Çуллахи вăхăтра вĕсене ачана пăхнă пек пăхать, çавăнпах ĕнтĕ çимĕçĕ те ăнăçлă çитĕнет.
Ачисем, тăванĕсем валли консервацисене те вăл хăех хатĕрлет. Томат сокне, пастине пĕçерет, ытти тĕрлĕ рецептсене «ĕçе кĕртет». Хĕле хатĕрленес ĕçе мăнукĕсене те явăçтарать. Çемйи те пулăшать.
Уйрăмах ăна «Президент» тата «Бычье сердце» сортсем килĕшеççĕ. Вĕсен вăррисене те вăл нумай çул хăй хатĕрлет.
Банкăсене хупăнакан рецептсем - авалхи кулинари кĕнекинчен. Владимир Федотович вĕсемпе вулакансене те паллаштарма кăмăл турĕ.
Сентябрь 2025 |