Хÿтĕлевçĕсем тимлĕхрех

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.09.2025, 14:20 Просмотров: 10

СВО-ран таврăннисем кăçалтан Раççей Социаллă фондне пăхăнакан реабилитаци центрĕсенче медицина реабилитацийĕ тата санаторипе курорт сиплевĕ витĕр тухма тытăнчĕç.

Санаторипе курорт сиплевĕ 21 куна тăсăлать, реабилитаци мĕн вăхăта пырасси вара суран мĕнле пулнинчен килет. Ку пулăшупа усă курас тесен «Çар çапăçăвĕсен ветеранĕ» статус тата удостоверени пулмалла, çавăн пекех тĕрĕслесе тăракан медицина учрежденийĕнчен сывлăх пирки справка илмелле.

Ятарлă çар операцине хутшăнса Раççей Геройĕн ятне илнĕ е 1-мĕш ушкăн инваличĕ пулсан Социаллă фондăн реабилитаци центрĕсенче черетсĕрех йышăнаççĕ. Сиплев вырăнне ветеранăн çул çинчи тăкакĕсене саплаштарма пултараççĕ. Çакăн валли «Госуслуги» портал урлă, Раççей социаллă фончĕн Чăваш енри уйрăмĕн клиент службине е нумай функциллĕ центра пырса заявлени памалла, ăна икĕ кунра пăхса тухĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика