Çак эрнере Вăрнар округĕшĕн пĕл-терĕшлĕ те пысăк пулăм çырăнчĕ. Харăсах икĕ ялта - Вăрман Кипекре тата Хирпуçĕнче - çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем уçăлчĕç.
Вĕсене «Сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне модернизацилесси» регионаллă программăна пурнăçланă май хута янă. Çĕнĕ социаллă объектсем уçăлни ял халăхĕшĕн пысăк уяв. Савăнăçа вĕсемпе пĕрле Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Свешников, округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова, район больницин тĕп врачĕ Сергей Илюткин тата округ депутачĕсем Вячеслав Алексеевпа Игорь Ехлаков пайларĕç. Лариса Тарасова министр палăртнă тăрăх, çĕнĕ ФАП-сем уçăлни медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстерме тата ăна ял çыннисене район центрне тухса çÿремесĕрех, вырăнтах илме май парать. Ку аякра вырнаçнă ялсенче пурăнакансемшĕн уйрăмах меллĕ.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Оксана СЕМЕНОВА
Сентябрь 2025 |