Аваллăх палăкĕпе хавхаланса паллашнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.09.2025, 14:19 Просмотров: 197

Пирĕн тăрăхра историе çырăннă паллă вырăнсем сахал мар. Вĕсем ĕлĕкхи ăрусен, хамăрăн мăн асаттесемпе асаннесен пурнăçне «алăк уçаççĕ», вĕсен йăли-йĕркисем, ĕçĕсем пирки нумай интереслине каласа параççĕ. Шăпах аваллăх палăкĕсем ĕнтĕ çамрăксене çĕршыв тата республика историйĕпе паллаштарма, патриотла тĕрĕс воспитани пама пĕлтерĕшлĕ.

Çакăн пек паллă вырăнсенчен пĕри - Канаш округĕнчи Мăкăр кĕперĕ. Вăл хамăр тăрăхра пурăнакансене кăна мар, республика хăнисене, туристсене те мăнаçлăхĕпе, пуян историйĕпе хăйĕн патне илĕртет. Анчахрах хăйнеевĕрлĕ аваллăх палăкне «Раççей Хĕçпăшаллă Вăйĕсен ветеранĕсен союзĕн» округри уйрăмĕ йĕркеленипе шкул ачисен ушкăнĕ те çитсе курнă. Экскурсие кăçалхи чи сумлă датăсене - фашистла нацизма тĕп туса Аслă Çĕнтерĕве туптанăранпа тата яппун милитаризмне путлантарнăранпа 80 çул çитнине - халалланă. Аслă ăрăвăн паттăрлăхне, астăвăма хисеп туса, патриотла çулçÿреве ачасемпе пĕрле вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те тухнă.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика