Чылай ăсатаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.09.2025, 14:14 Просмотров: 292

Чăваш сухан-севокĕ халĕ чикĕ леш енче хисепре! Çулталăк пуçланнăранпа республика лартмалли материалăн элита сортне 1,5 пин тонна экспортланă ĕнтĕ.

Патăрьел, Комсомольски тата Елчĕк округĕсенче çитĕнтернĕ сухан-севока ултă çĕршыва ăсатнă: Беларуçе, Молдовăна, Казахстана, Монголие, Болгарие тата Румыние.

Калас пулать, çурла уйăхĕн вĕçĕнчех 80 тонна çĕнĕ тухăçа Беларуçе янă.

Пĕтĕм продукци çирĕп тĕрĕслев витĕр тухнă. Россельхознадзор ĕçченĕсем тата «ВНИИЗЖ» ФГБУ специалисчĕсем лаборатори тĕпчевĕсем ирттернĕ. Результатсем паллă: сухан-севок сиенлĕ мар, ун çинче карантинри сăтăрçăсем çук тата çак çимĕç пахалăхăн пысăк стандарчĕсене тивĕçтерет.

Пирĕн аграрисемпе мăнаçланатпăр, вĕсен тĕнчери рыноксенчи çитĕнĕвĕсемшĕн савăнатпăр.

Елена ТОЛСТОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика