Кăкăр сĕтĕнче ачана кирли пĕтĕмпех пур. Пĕрремĕш уйăхсенче вăл пепкене кирлĕ мĕнпур энергипе, тутлăхлă веществосемпе тивĕçтерет. Кăкăр сĕчĕ хăрушсăр, унта ачан сывлăхне пĕрремĕш çулта тĕрлĕ чир-чĕртен сыхлакан антителасем пур. Кăкăр çитерни амăшĕпе пепке хушшинчи çыхăнăва вăйлатать.
Палăртса хăвармалла, кăкăр ĕмĕртни ачашăн çеç мар, амăшĕшĕн те усăллă. Çуратнă хыççăн тÿрех ачана кăкăр пани хĕрарăмăн вăйсăрланнă организмне тĕреклетме пулăшать, юн каяс хăрушлăха чакарать. Çавăн пекех малашне кăкăр парĕн тата амалăх ракĕсем аталанассине те асăрхаттарать.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Елена ЕГОРОВА,
обществăлла сывлăхпа медицина профилактикин, сиплев физкультурипе спорт медицинин
республикăри центрĕн врачĕ
Сентябрь 2025 |