Малта - чи маттуррисем, çирĕпписем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.09.2025, 11:00 Просмотров: 17

«Çĕнтерÿ çулĕпе» çĕнтерÿ патне çитме пулать-и/ Çапла, пулатех. Юнкун çанталăк ăмăр тăчĕ пулин те Вăрнарти «Химик» стадион хавас-лă шăв-шавпа тулса ларчĕ. «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн тата округ администрацийĕн парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика эстафети иртрĕ. Пур ÿсĕмри спортсменсем те - шкул ачисенчен тытăнса организаци-учрежденире тимлекенсем таранах - хастар пулчĕç. Хăшпĕрисем тата чăн ăмăрту пуçланиччен тренировкăна пуçăнчĕç, темиçе хутчен стадион тавралла чупса çаврăнчĕç.

Тĕлĕнмелле те, вăй-халĕ ăçтан тухать-ши/ Ара чылайăшĕ çу каçипе пахча-анкартире ĕçленисĕр пуçне ÿт-пĕве пиçĕхтерме те манмасть. Чăнах та маттурсем, тĕллев патне ăнтăлакансем вĕсем, спорт тусĕсем. Тепĕр тесен пурте çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа ăмăртусене хутшăнчĕç.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика