Чаплă уяв – юбилей, пултăрччĕ ялан телей!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.09.2021, 10:33 Просмотров: 296

Вăл çулĕсене кура мар йăрă. Ал ĕçĕ тума, пахчара тăрăшма, кукăль-икерчĕ пĕçерме юратать. Кун-çул тилхепине нихăçан та лăнч ямасть. Самана таппинчен юлмасть, хыпар-хăнарпа кăсăклансах тăрать. Хаçат-журнал вулама юратать... Çак ырă сăмахсем йăлтах Çĕрпелте çуралса ÿснĕ, Калининăра пурăнакан Нина Сергеевна Терентьева (хĕр чухнехи хушамачĕ – Елизарова) пирки. Вăл паян, авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче, хăйĕн 70 çулхи юбилейне паллă тăвать.

– Кунсем-çулсем хыçала юлса пыраççĕ, анчах та ачалăх, çамрăклăх этемĕн астăвăмĕнчен нихăçан та тухмаççĕ, – тет Нина Терентьева.

Паллах ĕнтĕ, ăраскал тени кашни çыннăн ăрасна. 5 çулта чухне Нина виççĕри Гриша шăллĕпе амăшĕсĕр тăрса юлнă. Кукамăшĕ мăнукĕсене пĕтĕм хăйĕн ăшшине, юратăвне парнеленĕ. Ун чухне хальхи пек канфет-пĕремĕк çинчен ĕмĕтленеймен те. Кил хуçалăхĕнче утар пулнăран ачасем пылак çимĕçе – пыла – юратса çинĕ.

Инкек куçа курăнса килмест, теççĕ. Нина виççĕмĕш класра ăс пухнă чух кукамăшĕ те çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Калама çук пысăк хуйхă йăтăнса аннă хĕрачан черченкĕ хулпуççийĕ çине. Малалла вăл пĕлĕве Сĕнтĕрвăрринчи шкул-интернатра тарăнлатнă. Лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. Шăллĕне йывăр чиртен сипленме Вăрнарти санаторине янă.

Шăпа çамрăк хĕрачана Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăкри шкул-интерната та илсе çитернĕ. Кунта вăл пĕрремĕш хут хура ÿтлĕ çынна курнă. Унпа пĕрле ачасен ушкăнĕпе хавасланса сăнÿкерчĕк те ÿкерттернĕ. Вăл халĕ те çемье архивĕнче упранать.

7–8-мĕш классене Шупашкарти шкул-интернатра вĕреннĕ. Педагогика коллективĕ çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿпе тивĕçлĕ воспитани парассишĕн ырми-канми тăрăшнă. «Вĕрен, чысна упра» тени пурнăç девизĕ пулмалла тесе çирĕплетнĕ. Тавракурăма аталантарма ачасене чăваш театрĕсене илсе çÿренĕ. Нина çаврăнăçуллă, калаçма ăста пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ спектакль хыççăн артистсене тав тума сцена çине яланах ăна кăларнă. Пултаруллă хĕрача концертсене те тăтăшах хутшăннă.   Пĕррехинче вăл амăшĕ çинчен сăвă калама тухнă. Залра ăна шăппăн итленĕ. Нина тăван амăшĕн сăнарне куç умне кăларса сăвва чуна витермелле вуланă. Сцена çинчен аннă чух хĕрĕн хăйĕн те пичĕ тăрăх вĕри куççуль сăрхăнса аннă. Вăл çывăх çыннин кун-çулĕ ытла та кĕске пулнишĕн çав тери хытă куляннă.

Амăшĕ кăна мар, ашшĕ те пурнăçран ир уйрăлса кайнă. Тăлăхтуратсене тăванĕсем пăрахман. Нинăпа шăллĕне амăшĕн йăмăкĕсем – Мария, Агния, Зоя, Ольга – хăйсен хÿттине илнĕ.

Пусăрăнчăк шухăшсене сирме пĕрре те çăмăл мар. Ĕмĕт пурри пурăнма хăват хушать. Лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынăскер, Нина уйрăмах вырăс чĕлхипе литературине юратнă. Çавăнпа та аттестат илсен çамрăк пĕлĕве малалла тарăнлатма тĕв тунă. Çĕрпелти вăтам шкулта аслă пионервожатăйра ĕçленĕ хыççăн 1969 çулта И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн филологи факультетне вĕренме кĕнĕ.

Александр Ляпидовский доцент Çĕрпел хĕрĕ вырăсла таса калаçнине палăртнă. Ялта çуралса ÿснине пĕлсен тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ. Нина Терентьева аслă шкулта та хастарлăхпа палăрса тăнă. Студентсен отрячĕн старости пулнă. Нина Сергеевна каникул вăхăтĕнче Алтай тăрăхĕнче, Тува, Чита облаçĕсенче строительство ĕçĕсенче тăрăшнине, Енисей юханшывĕнче шыва кĕнине кăмăлпа аса илчĕ.

1973 çулта вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕн специальноçне алла илнĕ. Тăван шкулта ĕçлеме пуçланă. Çĕнĕ Шупашкарти профтехучилищĕре те яш-кĕрĕмпе хĕрупраçа вĕрентнĕ. 1977 çултан Калининăри шкул-интернатра воспитательницăра, ĕç предмечĕн учителĕнче тимленĕ. Лайăххине, пархатарлине ăса хывса професси ăсталăхне пуянлатнă. Предмета юратса вĕрентекен, çав вăхăтрах ачасен шалти тĕнчине ăнланакан учителе кашни ача хисепленĕ.

1985–1988 çулсенче Мускаври патшалăх педагогика институтĕнче куçăмсăр майпа вĕреннĕ. Олигофренопедагог тата логопед квалификацине алла илнĕ. 2002 çулта пĕлĕве тата тарăнлатнă, аслă категориллĕ специалист пулма тивĕçнĕ. Пултаруллă педагог хăйĕн воспитанникĕсемпе республика, Раççей шайĕнчи конкурссенче те палăрнă.

Нина Сергеевнăн мăшăрĕ те Виктор Лукьянович   талантлă педагог пулнă. Вăл ертсе пынипе ачасем   «Спешиал АРТ» программăпа творчество куравне темиçе хутчен те хутшăннă, малти вырăнсене йышăннă. Виктор Лукьянович Пушкăрт Республикинче çуралса ÿснĕ. Нина Сергеевна унпа пединститутра вĕреннĕ чух паллашнă. Пĕр-пĕрне савакансем ĕмĕр сукмакне пĕрле такăрлатма тупа тунă, çемье чăмăртанă.

– Пушкăрт ен тăрăхне кайсассăн хунеçепе хунямана çапла каларăм% аттепе анне, тав сире мана валли ырă кăмăллă, сăпайлă ывăл ÿстернишĕн, – терĕ Нина Терентьева. – Мăшăрăн тăванĕсем те мана хапăлласах йышăнчĕç. Çепĕç чĕлхеллĕ пулнишĕн мухтарĕç.

Юбиляр хăйĕн çывăх тăванĕсемпе те тивĕçлипех мăнаçланать. Амăшĕ Анна Елизаровна Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Сăр хĕрринче окоп чавма хутшăннă. Кукашшĕ Елизарь Дмитриевич тата куккăшĕ Фока Елизарович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă, совет халăхĕн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн, çутă пуласлăхшăн хăйсен пурнăçне шеллемен. Фашистсемпе çапăçса паттăррăн пуçĕсене хунă. Вĕсен фронтран янă çырăвĕсене Нина Сергеевна ылтăна упранă пек упрать.

Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан шăллĕпе унăн çемйи пирки те ыр сăмах каларĕ. Григорий Сергеевич йывăр чире парăнтарма пултарнă, ĕмĕр тăршшĕпе сывлăх сыхлавĕнче тăрăшнă. Ĕç картлашкипе ÿссе пынă, Вăрнар район тĕп больницинче отоларингологра, кайран тĕп тухтăрта тимленĕ. Коллектив тата районта пурăнакансен шанăçне тÿрре кăларас тесе пĕтĕм вăя хунă. Унăн мăшăрĕ те врач.   Ачисем те – Бориспа Александр – медицина ĕçченĕсен династине тăсакансем. Пĕри хирургра, тепри акушер-гинекологра тăрăшаççĕ. Нина Сергеевнăпа Виктор Лукьяновичăн хĕрĕ Надежда та кун-çулне медицинăпа çыхăнтарнă. Медсестрара вăй хурать.

– Анне енчи тăвансенчен чылайăшĕ хăйĕн ĕмĕрне сывлăх сыхлавне халалланă. Пирĕн йăхран 13 врач тухнă,– палăртрĕ юбиляр.

Нина Терентьеван икĕ мăнук. Аня – студентка, Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультетĕнче вĕренет. Марат шкулта ăс пухать. Тен, шăпах та вăл учительсен е тухтăрсен династине тăсаканĕ пулĕ. «Паллах, профессие чун туртнине кура суйламалла. Вара ĕçре телей тупатăн», – калаçăва малалла тăсрĕ Нина Терентьева.

Пурнăç урапи яланах тикĕт сĕрнĕ евĕр куçмасть. Тĕрлĕ сăлтавсене пула Нина Терентьеван хура-шурне сахал мар курма тивнĕ. Мăшăрĕ те, ав, 13 çул каяллах ĕмĕрлĕх куçĕсене хупнă. Чылай çул пĕр чĕлхерен, шăкăл-шăкăл пурăннă савнă çынран уйрăлма питех те йывăр. Чăтăмлăхĕпе тÿсĕмлĕхĕ пайтах кирлĕ. Анчах та пуç усса ларнипе мĕн тăвайăн-ха? «Пурнăç каялла мар, малаллах!» – тет вăл.

Нина Сергеевна мăнукĕсен пурнăçĕпе кăсăклансах тăрать, кĕçĕн мăнукĕсене алла тытма ĕмĕтленет. Кил-тĕрĕшри ĕçсенчен пушансанах тĕрĕ тĕрлеме ларать, япаласене наци эрешĕсемпе илемлетет. Вăл çутçанталăк тусĕ те. Вăрмана çырла-кăмпана çÿреме юратать. Пахчаçимĕç, тĕрлĕрен тĕрлĕ чечексем çитĕнтерет. Çамрăк ăрăвăн пуласлăхĕшĕн те тăрăшать. Ашшĕ-амăшĕ ыйтнипе кăçал вырăнти культура çуртĕнче пукане театрне уçма хатĕрленет. Юбилярăн çутă ĕмĕчĕсем яланах пурнăçланса пыччăр, сывлăхĕ те хурçă пек çирĕп пултăр.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика