1941 çулхи июньте манăн аттен Егор Илларионович Илларионовăн фашистсене хирĕç çапăçма кайма ят тухнă. Унпа пĕрле – ялти тепĕр арçыннăн, Иван Ивановăн та.
Тĕлĕкри пек астăватăп: иккĕшĕ те ял çыннисемпе, тăванĕсемпе сывпуллашрĕç те уй хапхинчен тухса Вăрнар военкоматне икĕ лавпа кайрĕç. Малти çинче – аттесем, иккĕмĕшĕнче – аннесем. Эпĕ ун чухне 3 çул та тултарман хĕрача кăна пулнă.
Аннене те çăмăл килмен. Çав çулах хĕлле Кив Мĕлĕш çыннисем Сăр хĕрринче окоп чавса йывăр ĕçсене хутшăннă. Ушкăн бригадирĕ – Петр Ефремович Юлмасов. Вĕсемпе пĕрлех анне те ырми-канми вăй хунă. Мана вара, пĕчĕкскере, килте асаттепе хăварма тивнĕ.
Астăватăп-ха, пĕрре пăтăрмах та тухрĕ. Асатте вут хутса çунтарсан зооветтехникума çĕрулми сутма тухнă çунашкапа. Эпĕ кÿршĕри Игнат мучисем патĕнче юлнă. Мана вара сĕрĕм тивнĕ иккен – мучисем патĕнчех аптраса ÿкнĕ. Асатте те хавшаса кайнă, Çăлçырма кĕперĕ çывăхне çитсен тĕшĕрĕлсе аннă. Ăна çынсем асăрхаса киле çавăтса килнĕ.
1941–1942 çулсенчи хĕл çав тери сивĕ килнĕ. Сурсан сурчăк çĕре ÿкместчĕ, тесе каласа паратчĕ анне. Тумтирĕ вара ăшши пулман вăл вăхăтра. Урана çăм нуски çинчен тăла чĕркесе çăпата сырса янă. «Вĕсем урарах шăнса пăрланса ларатчĕç. Баракра сивĕ, каç та çăпатасене типĕтеймен. Урайне улăм пăрахнă та нÿрĕ тумтирпе витĕнсе çывăрнă», – нушаллă вăхăта йывăррăн аса илетчĕ анне.
Çавăнпах ĕнтĕ вăл 1942 çулта хытах чирлесе ÿкет. Бригадир Петр Ефремович хутта кĕрет: «Атя, хĕрĕм, киле. Унсăрăн кунтах вилен», – тет. Çапла ир-ирех лашапа çул çине тухаççĕ вĕсем. Тĕттĕмленсе кайнăран каçхине пĕр яла хваттере çĕр выртма кĕреççĕ.
– Хваттер хуçисем ватă çынсемччĕ. Питĕ ырăскерсем. Шеллерĕç пире: йĕпе тумтире кăмака çинче типĕтсе пачĕç, урасене хăйсен нускийĕсене тăхăнтартрĕç. Апатлантарчĕç,– кайран та нумай тав тăватчĕ вĕсене анне.
Тепĕр кунне кăвак çутăпа тухсан та çĕрле кăна киле çитнĕ вĕсем. Аннене ÿпкене илнĕ пулнă. Ăна кукамай, Евдокия Журавлева, тÿрех сыватма пуçăннă. Час-час мунча хутса курăксемпе сипленĕ. Тавах Турра, ултă эрне вырăнпа выртнă хыççăн анне ура çине тăма пултарнă. Эмелсем çук, юрать-ха, ватă çынсем сиплеме пĕлнĕ ун чухне.
Кайран вăй илсен те колхоз ĕçĕсенчен пачах та юлман. Пĕр çамрăк лаша çирĕплетнĕ те, унпа вăрман турттарнă. Çулла утă çулнă, капансем çĕкленĕ. Тырă вырмалли нормине те тăрăшса пурнăçласа пынă. Молотилкăпа тырă çапнă вăхăтра аннене яланах улăма ура çине пеме тăратнă-мĕн бригадир.
Манăн аннене, Анастасия Ефимовна Илларионована, вăрçă çулĕсенче сывлăхне, вăйне шеллемесĕр ĕçленĕшĕн медальпе наградăланă.
Сăмах май, Сăр шыв хĕрринче окоп чавнă çĕрте паттăрла ĕçленĕшĕн Кив Мĕлĕш çыннисен бригадине те Хĕрлĕ Ялав парса чысланă.
Атте фашистсене хăваласа кайса Германире 1945 çулхи июньте пуçне хунă. Аннепе атте те пирĕнпе çук ĕнтĕ, анчах вĕсене эпир яланах асра тытатпăр, вĕсемпе мухтанатпăр.
Н.МАКСИМОВА,
вăрçă ачи.
Кив Мĕлĕш.
Ноябрь 2024 |