Тупа ту тĕл пулаймастех... Çынпа çын курнăçатех. Хальхинче тăван кĕтесре, Пайсупин ялĕнче, паллах, çывăх тус-юлташăмпа Леонид Петровпа алă тытрăмăр. Сăлтавĕ те çыпçăнчĕ ĕнтĕ... Трак тăрăхĕнчи Мăн Çавал юханшывĕ хĕрринче сăртра вырнаçнă Упи ялĕнчен таврăнать иккен Леонид Петрович.
Тĕрĕссипе, хунькассинчен, юратнă мăшăрĕн Алевтина Петровнан çуралнă ялĕнчен таврăнаççĕ çăмăл автомашинăпа. Сăмах çине сăмах хушăнчĕ хамăр хушăра. Иксĕмĕр те калаçма, çын кăмăл-шухăшне уçма хатĕр-ха эпир...
Паянхи пекех астăватăп-ха. Иртнĕ ĕмĕрĕн 1969 çулĕ тус-юлташăма ума кăларчĕ. Иксĕмĕр те хуткупăс ăсти тата, салтак çипуçне хывнăскерсем, культура пурнăçне кÿлĕннĕ. Пĕри Красноармейски районĕнчи Пайсупин ялĕн, тепри Вăрнар енĕн Вăрман Кипек ялĕн культура вучахĕн «тилхеписене» тытнă. Шутласа пăхăр-ха, вăл вăхăтри саманара клуб ĕçĕ-хĕлĕ ытларах та пуль хуткупăс çине таяннă. Эх, музыка инструментне çепĕççĕн тăсса ярсан ватти-вĕттипех саркалансах ташша тухнă. Тата сцена çине улăхса пĕр-пĕр килĕшÿллĕ юрра хуткупăс ытамĕнче шăрантарсан мĕнпур куракан тăвăллăн алă çупни те манăçсăр çав...
Мĕн пытармалли пур, хăть епле ĕç-хĕлте те ăна йĕркелесе, пуçарса пыракантан килет ăнăçу.
Çапла, 1969 çулхи хĕлле тăван яла вăрман-кипексем, паллах, юрă-ташăпа килнĕччĕ. Çул-йĕрĕ аякра мар, çичĕ-сакăр çухрăм çеç... Лашасем кÿлнĕ çунасемпе... Çамрăксем йышлăн... Тăпăртатса çеç тăраççĕ. Ушкăн ертÿçипе паллашрăмăр. Тĕреклĕ хул-çурăмлă, авланман каччă.
– Леонид ятлă эпĕ. Хĕрÿллĕ яш каччă вырăнĕнчех пулĕ тетĕп хама. Концерт хатĕр пирĕн... Атьăр-ха Мамçана терĕм те, пурте пĕр сасăпах: «Каятпăр, каятпăр», – тесе васкатрĕç, – чуна уçрĕ клуб заведующийĕ. – Хĕл каçĕнче савăнтарар халăха...
Пысăках мар йывăç çурта савăл çапнă пекех пухăннăччĕ çынсем. Пуян программăпа çитнĕччĕ кÿршĕ ялсем. Уйрăмах клуб ертÿçи йышпа та, уйрăммăн та сцена çинчен татăлмарĕ. Чăваш халăх юррисене тата чăваш композиторĕсенне пĕчĕк йышпа та, хăй тĕллĕн те шăрантарчĕ. «Линкка-линккана» тăсса ячĕ те, эх, клубри халăх, концерт пăхса вăй хушнăскер, хоп-па! хоп-па! тесех ташă ушкăнне пĕрлешрĕ. «Тÿнкки, тÿнккине» тата (кĕввине Ф. Павлов йĕркеленĕ) пысăк ăсталăхпа вылярĕ хуткупăсçă. Çапла вара туслăх, килĕштерÿ кĕперĕ сыпăнчĕ иксĕмĕр хушăра. Юрă-кĕвĕ, юрă-ташă ытамĕнче çирĕп, уйрăлми туслашрăмăр иксĕмĕр. Пирĕн Пайсупин каччисемпе хĕрĕсем Вăрман Кипеке сукмак çеç мар, анлă çул, пултарулăх çулĕ сарчĕç.
Миçе хутчен пулнă-ши пĕр-пĕрин патĕнче, миçе хутчен хамăр тăрăхри юрă-кĕвĕпе хăпартлантарман-ши Леонид Петровăн тăван тăрăхне;
Çавăн пуçламăшĕ, туслă çыхăнăвăн сÿнми ăнăçлăхĕ паян та ял-йышра ырă йĕр хывать. Вăл, паллах, ят-сумпа çыхăнать.
Халь, малалла ĕнтĕ, кил-йыш урапи çине вырнаçам. Вăрман Кипекре Вера Петровнăпа Петр Кириллович çемйинче çуралнă Леонид. Хăй каланă тăрăх, пилĕк ачаран чи кĕçĕнни пулнă. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр утса тухнă. Амăшĕ тăван тăрăхри хуçалăхра вăй хунă, килтисемшĕн те, ял-йышра та ырă тĕслĕхпе палăрнă. Çывăх çыннисемпе паян та мухтанмаллипех мухтанать Леонид Петрович.
– Анне маншăн халĕ те çутă хĕвел евĕрех йăлтăртатать. Сăмах май, вăл Трак тăрăхĕнчи Чиркÿллĕ Упирен качча килнĕ. Сăпайлă, ĕçчен хĕрарăм пулни куçкĕретех. Çав паха туртăм вăй-халĕ манра та вырнаçнă пуль... – сăн-питре йăл кулă палăрать тус-юлташăмăрăн. – Улми йывăççинчен аякка ÿкмест ĕнтĕ.
Сăмах çăмхи ачалăхпа çамрăклăх çине куçрĕ. Урапа кустăрми çаврăннă пекех капланаççĕ аса илÿсем. Вăрман Кипекри сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă Леонид, 1963 çулпа сыпăнать вăл – Саратов облаçĕнчи профессипе техника училищинче машинист-тракторист специальноçне алла илнĕ. 1965 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче çара илеççĕ. Китай çĕршывĕн чиккинче хĕсметре пулать. 1968 çулхи утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче аслă сержант Леонид Петров тăван яла таврăнать.
– Пĕлетĕр-и, шăтăклă шăрçа çĕр çинче выртмасть. Вăрттăнлăхне уçам-ха йăпăртлăха... Малтанлăха уй-хир бригадирĕн «тилхепине» тытма кăмăл пулчĕ. Çынсемпе ĕçлемелле, вĕсене хавхалантарса пыни куçкĕретех. Ялти культура вучахĕ тĕтĕмпе йăсăрланмалла мар, хĕрÿллĕн кăварланса çунмалла. Çамрăксене çав хĕрÿлĕх, вĕри хĕлхем кирлĕ. Çавна вара манра, ĕнерхи аслă сержантра, асăрхарĕç те... «Тавай, Леня, турт лава... Сана клуб заведующине лартасшăн», – терĕç пĕри те тепри мана. Вăт 1968 çулта Вăрман Кипек клубĕн алăкне, çăраççине уçрăм эпĕ, – асаилÿсен хумне путрĕ Леонид.
45 çул пĕр улшăнмасăр культура пурнăçĕшĕн, халăх ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнă тус-юлташăмăр. Юрлаттарнă, ташлаттарнă тата хăех чăваш халăх юррисене, вырăнти халăх юрри-кĕввине сцена çине кăларнă. Халăх фольклорне анлăрах сарассипе те ĕçленĕ.
Иксĕлми талант хуткупăс тăснинче çеç мар, баянпа, балалайкăпа, тăмрапа выляма пултарни те хăйĕн çимĕçне кÿнех ĕнтĕ.
– Леонид Петрович, каçарăр та эсир хăвăр юрăç та, сăвăç та... Тата хăв кĕвĕленĕ «Пĕр саншăн çеç» юрă та Вăрман Кипекре анлăн сарăлнă, теççĕ; – ыйтуллăн пăхрăм Чиркÿллĕ Упи кĕрÿшне. – Чăнлăхĕ пур-и сăмахра;
Ентешĕм хăмăр куçĕсемпе шăтарасла пăхрĕ те васкамасăр юрларĕ:
Сана çеç пĕтĕм чунăмпа
Эп савăп ĕмĕр иртиччен...
Пĕрле çунасчĕ çулăмпа
Чĕре хура кĕл пуличчен...
Хитре кĕвĕ... Кăмăл уççиллĕ сăвă йĕркисем. Такмакçă та Леонид Петрович. Туххăмрах шÿтлĕ йĕркесене çăмăллăн такмакларĕ:
Сарă тулă пуссинче
Хăш чух пиçен шăтнă пек...
Тĕл пулатпăр çул çинче
Çакăн евĕр вак-тĕвек...
Хурт-хăмăрçă та Леонид Петрович. Вăтăр çул ытла çак ытарми ĕç-хĕлпе кăсăкланать. 70 ытла вĕлле килĕнчи сад пахчинче. Ăçта, камран хăнăхнă-ха хурт-хăмăр ĕçне; Паллах, Чиркÿллĕ Упи ялĕ çыхăнтарать çул-йĕре. Амăшĕн шăллĕ – Филипп Петров – ку тăрăхра пуян опытлă утарçă пулнипе палăрнă. Паян та 75 çул çавăрса хунă пархатарлă, ят-сумлă Вăрман Кипек чăвашĕ куккăшне кĕскен те ăшпиллĕн: «Тавах», – тет.
Ялти Шкул урамĕнчи капмар кирпĕч çуртра пурăнаççĕ Петровсем – 50 çул пĕрле, мăшăр кăвакарчăн пек такăрлаççĕ, пĕр-пĕрне хисеплеççĕ. 1971 çулхи утă уйăхĕнче çемье çавăрнă Алевтинăпа Леонид Петровсем.
– Манăн мăшăр – Чиркÿллĕ Упирен. Куç хывнă та килĕштернĕ çав... Мотоциклпа лартса вăрласа килтĕм. Профессийĕпе акушерка, медицина ĕçченĕ эппин... – хăй шухăшне пытармасть Леонид Петров. – Хăйне калаçтарса пăхăр-ха;..
– Канашри медицина училищинче пĕлÿ пухрăм эпĕ. 40 çул ытла шурă халатлисен хуралĕнче. Халăх сывлăхĕшĕн çине тăтăм. Сывлăхран хаклăраххи çуках... Икĕ ывăл – Анатолийпе Владислав – пирĕн. Тата пилĕк мăнук ик куç тулли, – пĕтĕмлетрĕ калаçăва Алевтина Петровна. – Пурнăç пархатарĕ çеç пулинччĕ...
Георгий Ефимов-Тусли,
РФ Журналистсен союзĕн членĕ.
Пайсупин – Вăрман Кипек.
Ноябрь 2024 |