Çулсеренех октябрĕн 4-мĕшĕнче Раççей Космос çар çыннисем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Çак кун, 1957 çулта, СССР-та Космос эри пуçланнă теме юрать – «Байконур» космодромран пĕрремĕш искусствăлла спутника вĕçтернĕ.
Паллă совет ученăйĕсем тата конструкторĕсем С.Королев, М.Келдыш, М.Тихонравов, Н.Лидоренко туса кăларнăскер, вăл çав вăхăтра тĕлĕнмелле çĕнĕлĕх шутланнă. Мĕн йĕркеленнĕренпе хальччен космос çарĕсем орбита çине тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ спутниксен ушкăнĕсене çĕршер хут ÿсĕмлĕ кăларнă. Космос çарĕсен объекчĕсем паян Раççейĕн пĕтĕм территорийĕпе тата ун тулашĕнче те (Белоруссире, Азербайджанра, Казахстанра, Таджикистанра) вырнаçнă.
Ку çарсенче службăра тăнипе, вĕсен хăватлăхне тÿпе хывнипе район çыннисем те мăнаçланма пултараççĕ. Вĕсенчен пĕри – Çĕрпел салинче çуралса ÿснĕ Николай Васильевич Кузьмин. Байконурăн тава тивĕçлĕ испытателĕ (2007), Космос техникин изобретателĕ (2008), «Байконур» космодром ветеранĕ. Ялти нумай ачаллă хресчен çемйинче çут тĕнчене килнĕскер, вăл çар ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тума пултарнă. Хĕçпăшаллă Вăйсенчи тÿрĕ кăмăллă службăшăн 10 ытла медале, Раççей Космос агентствин Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсене, ытти наградăсене тивĕçнĕ.
Пĕчĕкренех вĕренÿ патне мĕнпур кăсăклăхпа, чун-чĕререн туртăннă арçын ача. 1–7-мĕш классенче Çĕрпелти шкулта тăрăшса пĕлÿ пухнă. Ăс-тăн çивĕчлĕхне, уйрăм ăсталăхне асăрхаса 8-мĕш класа ăна Шупашкарти 2-мĕш шкул-интернета куçарнă. Ахальтен мар: кунта физикăпа математика предмечĕсене тарăннăн вĕрентни арçын ачан талантне пуренлĕ аталантарма пулăшнă. «5» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырса, шкула «ылтăнпа» пĕтернĕ вăл. Кунĕн-çĕрĕн задача-уравнени «шĕкĕлчени» спортпа туслă пулма та чăрмантарман. Коля чупассипе тата перекладина çинче уйрăмах лайăх результатсем кăтартнă. Футбол-волейбол вăййисем, шашка-шахмат та хытах илĕртнĕ пултаруллă çамрăка.
Хатĕрленÿ шкулĕ витĕр тухнăскер, Çĕрпел каччи Ленинградри А.Ф.Можайский ячĕллĕ Çар-инженери институтне çăмăллăнах вĕренме кĕнĕ. Çар аслă шкулĕнче те хастарлăхĕпе, çирĕплĕхĕпе, пысăк ăнтăлăвĕпе палăрнă. Кунта вĕçекен аппаратсен управлени системине тытса тăракан инженер-электрикăн кăткăс специальноçне алла илнĕ. Космос çарĕсенчи ĕç-хĕл вара 1986 çулта Байконур космодромри 12471-мĕш чаçре пуçланнă. Çак тапхăртан тытăнса 2010 çулччен тĕрлĕ должноçсенче службăра тăнă пирĕн ентеш: отделени инженерĕнчен аслă инженер-испытатель таран. 1986–2002 çулсенче ĕçтешĕсемпе пĕрле çĕршыв космонавтикин историне çырăнса юлнă пулăма та тÿреммĕн хутшăннă. «Буран» орбита карапĕпе «Энергия» ракетăн вĕçевне хатĕрлесе ирттерессине курăмлă тÿпе хывнă.
Каласа хăвармалла, унччен ракета-носительсене пурне те пĕр хутчен усă курнă-тăк, «Энергия-Буран» система нумай хутчен вĕçтерме юрăхлă пулма пултарнă. Унăн хăвачĕ 100 т таран кирек мĕнле массăна космоса кăларма май панă. Анчах, шел те, «Энергия» системăн малашлăхĕ ăнăçлă килмен. Унăн историйĕнче икĕ вĕçев кăна.
Космос çарĕсен мал ĕмĕтлĕ офицерĕ, Николай Кузьмин, 2010 çулта подполковник званипе тивĕçлĕ канăва тухнă. Хальхи вăхăтра Мускав облаçĕнчи Солнечногорск–7 хулинче пурăнать. Çар «хулинче» метрологи енĕпе инженерта тимлет.
Николай Васильевич – Раççейри ветерансен Союзĕн членĕ. Обществăлла ĕç-хĕле, çамрăксене çарпа-патриотизм воспитанине хывассине активлă хутшăнать. Отпускра яла килсен яланах тăван шкула çитсе курма тăрăшать. Вĕренекенсемпе кăмăлпа тĕл пулать, çамрăксене Космос çарĕсенчи служба вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать. Хăй те ăста специалист, чăн-чăн çар çыннисене шкул партинченех тĕллевлĕ хатĕрлемеллине лайăх ăнланать.
Ялта ÿснĕскершĕн çутçанталăкпа çывăх пулни пĕлтерĕшлĕ. Пушă вăхăтра Николай Васильевич садра ăшталанать, чечексем çитĕнтерет, кăмпа-мăйăр пухма юратать.
Н.ВАСИЛЬЕВ,
Байконур космодромĕн ветеранĕ.
Ноябрь 2024 |