Августăн 1-мĕшĕнче чăвашсен паллă писателĕ, Уйкас Кипекре çуралса ÿснĕ Григорий Васильевич Луч (Васильев) пурăннă пулсан 90 çул тултармаллаччĕ.
Анчахрах ентешĕсем, тăванĕсем тата чăваш литературине кăмăллакансем Уйкас Кипек ял библиотекине пухăнчĕç. Мероприятие йĕркелекенĕ – ял библиотекин ертÿçи Елена Петрова. Унта Шупашкарти Константин Иванов ячĕпе хисепленекен литература музейĕн ĕçченĕ Галина Георгиевна та пулчĕ. Вĕсем писателĕн пурнăçĕпе произведенийĕсене сăнласа пачĕç, çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарчĕç.
– Писатель уйрăмах ачасем валли çырма кăмăлланă. Сатира жанрĕпе нумай калав хайланă. Ун произведенийĕсем çăмăллăн вуланаççĕ, – терĕ Галина Георгиевна.
Кăçал августра Шупашкарти çак музейра пирĕн ентеш ячĕпе Асăну каçĕ тата «Пурнăçа тĕрĕс сăнлакан хайлавсем» курав анлă иртни çинчен пĕлтерчĕ. Унта чăваш çыравçисем, писателĕн тăван хĕрĕсем Иринăпа Надежда тата мăнукĕ Антон Мусинский та хутшăннă.
Григорий Лучăн ĕç биографийĕ Канаш районĕнчи Ушанар шкулĕнче литература вĕрентекенĕнчен пуçланать. Ленинградри парти аслă шкулне вĕренсе пĕтерсен хаçат редакцийĕсенче, Чăваш комсомол тата парти обкомĕн инструкторĕнче ĕçлет. Пĕр вăхăт Чăваш Писательсен союзĕн бюровĕнче тата «Капкăн» журналта аслă редакторта вăй хурать.
Ялти библиотекăна пухăннисем Григорий Луча тата ун çемйине ăшă сăмахпа çеç аса илчĕç.
Вăл çырнă произведенисене вырăс тата ытти чĕлхесене куçарнă. «Эпир те салтаксем...», «Арăслан», «Кĕтÿç шăхличĕ», «Чĕнмен хăна», «Каçарăр, тархасшăн» тата ыттисене куçарса «Советская Россия» издательствăра Мускавра пичетленĕ.
Тĕлпулу Уйкас Кипек çыннисем хăйсен ентешне сума сунине тата унăн писатель таланчĕпе мухтаннине çирĕплетрĕ. Тăван ялĕнчи районта малти ретре пыракан ял хуçалăх предприятине те «Луч» ята ахальтен паман пуль ĕнтĕ.
Вячеслав АЛЕКСЕЕВ,
Кивçурт Енĕшри ял музейĕн директорĕ.
Ноябрь 2024 |