Малти Ишекре тăрăшуллă çынсем сахал мар. Вĕсем кашниех ырă пуласлăхшăн çунаççĕ, телее пĕр-пĕр ĕçре туптаççĕ. Надежда Ефимова акă библиотекарьте ĕçлет. Ырă та ăшă кăмăллăскер, чунĕпе пуянскер вулакана хăй патне явăçтарассишĕн вăй-хала та шеллемест, вăхăта та уямасть.
Библиотекăра тĕрлĕ çулсенчи çынсене курма ялан хавас вăл. Вулакан пур – кăмăлĕ те савăк. Ял çынни пычĕ пулсан, ĕçлес хастарлăх та ÿсет.
Надежда Витальевна виçĕ ял çыннине кĕнекепе тивĕçтерет, вĕсене илемлĕ литература енне туртăнма пулăшать.
– Библиотекарь ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Унăн вăхăтпа тан утма пĕлмелле, пурнăçри улшăнусене ялан шута илмелле, çавăнпа шыравра пулмалла. Кĕнеке куравĕсем йĕркелессине, вулаканпа пĕр-пĕр темăпа калаçу ирттерессине мала хуратăн. Çĕнĕ кĕнеке кирлĕ-и ăна е хаçат-журналпа паллашма кăмăлĕ пур-и – кашнин ыйтăвне вăхăтра тивĕçтерме тăрăшатăп, – васкамасăр калаçрĕ Н.Ефимова.
Ун шучĕпе, ял çынни библиотекăран мĕнле кăмăлпа тухса каясси пĕтĕмпех хăйĕнчен килет.
– Кĕнеке тусĕсен хисепĕ вара çук мар. Эпĕ 300 ытла вулакана шута илнĕ. Пур ÿсĕмрисем те маншăн кĕтнĕ хăна вырăннех. Хĕрарăмсем юрату çинчен вулама юратаççĕ пулсан, арçынсем ытларах детектив жанрне килĕштереççĕ. Ачасем валли те литература çителĕклех, – пĕлтерчĕ Малти Ишек ял библиотекарĕ.
Надежда Ефимова каланă тăрăх, фондра 8 пин экземпляр кĕнеке. Библиотекăна çĕнĕ тĕрлĕ литература килсех тăрать. Интереслĕ кĕнеке вара çÿлĕкре тусанланса выртмасть, алăран алла куçать.
– Библиотекарь профессийĕ сире килĕшет-и;
– Паллах, хамăн ĕçе чунтан юрататăп. Вулакансемпе пĕрле вăхăта ирттернине чăн телей тесе шутлатăп. Вĕсемпе интереслĕ, кун хăш вăхăтра иртнине те сисместĕн. Библиотекăра ĕçлеме пуçланăранпа саккăрмĕш çул. Опыт пухăнчĕ пулин те, вĕренмелли тата нумай. Унсăрăн ĕç нихăçан та пĕр тикĕссĕн пыраймĕ, – пĕлтерчĕ Надежда Витальевна.
Хăйне илсен, пурнăçа библиотекарь профессийĕпе çыхăнтарма вуçех те шутламан. Йăлт ăнсăртран пулса тухнă. Юлташĕ унăн ял библиотекинче ĕçленĕ. Хулана куçассине пĕлтернĕ те – Надеждăна хăйĕн вырăнне йышăнма сĕннĕ. Хĕрарăм хирĕçлеме пултарайман. Çапла вара библиотекарь пулса тăнă.
– Эпĕ Малти Ишекре çуралнă. Ку ял шкулĕнче пĕлÿ пухнă. Вунпĕр класс пĕтерсен Вăрнарти 29-мĕш училищĕне кайрăм, бухгалтера пĕр çул вĕрентĕм. Апла пулин те тÿрех шут ĕçне кÿлĕнмерĕм, ялти шкула пионервожатăя вырнаçрăм. Ачасемпе ытларах уроксем хыççăн ĕçлеме тиветчĕ. Вĕсемпе тĕрлĕ викторинăсем, конкурссем йĕркелесе ирттереттĕм, уявсене те тĕплĕн хатĕрленеттĕмĕр. Мĕн кăна туман пулĕ. Шел пулин те, икĕ çултан штата кĕскетрĕç. Çавăнпа та «Ленинец» хуçалăхра ĕç тупрăм, экономистра тăрăшма пуçларăм. Çав вăхăтрах Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче куçăмсăр майпа экономиста вĕрентĕм. Мĕнех калăн, ĕçпе вĕренÿ пĕрле çыхăнса пычĕç, – терĕ Н.Ефимова.
Хуçалăхра ĕçленĕ тапхăрта çемьеленнĕ. Пĕр класра вĕреннĕ Алексей Ефимовпа пĕрлешнĕ. Иккĕшĕн хушшинчи туслăх 10-мĕш класра пуçланнă. Хĕр каччăна салтака ăсатса янă, çавăн пекех кĕтсе те илнĕ. Икĕ çул пĕр-пĕрин патне çыру çÿретнĕ. Туслăх хĕлхемне вунă çул ялкăштарнă хыççăн кăна çемье çавăрнă. Халĕ Ефимовсен икĕ ача. Иккĕшĕ те шкулта ăс пухаççĕ.
Надежда Витальевнан вырăнти хуçалăх аркансан ялти «Снежана» лавккара ĕçлеме тÿр килнĕ. Калининăри интернатра пушара хирĕç кĕрешессипе инструкторта та пĕр вăхăт вăй хунă. Кăçал куçăмсăр майпа культура институтне пĕтернĕ, библиотекарь профессине алла илнĕ.
– Мана библиотекарь ĕçĕ тыткăна илнишĕн ÿкĕнместĕп. Шкулта вĕренекенсене кĕнеке енне ытларах туртăнма пулăшас тĕллевпе темиçе çул каялла «Волшебный сундучок» кружок йĕркелерĕм. Кунта çÿрекенсемпе тĕрлĕ викторинăсем, конкурссем, мастер-класс ирттеретпĕр. Мероприятире пĕр-пĕр писателĕн пурнăçĕпе тата ыттипе тĕплĕнрех паллашма пултараççĕ, – кăмăллăн калаçрĕ библиотекарь.
Хальхи вăхăтра библиотекăна 16 тĕрлĕ хаçат-журнал килсе тăрать. Вулакансен кăмăлне шута илсе çырăнать вĕсене библиотека ĕçченĕ. Телевизор пăхма та, интернетпа усă курма та пултараççĕ ял çыннисем. Кĕнеке тусĕсемшĕн библиотека алăкĕ вырсарникунсăр пуçне кашни кун уçă.
Юрий КОРНИЛОВ.
Ноябрь 2024 |