Пурнăçне хаçата пилленĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.11.2025, 10:02 Просмотров: 13

Сăнÿкерчĕкре вăл варринче ларать. Асилсенех куç умне çепĕç те çирĕп çын тухса тăчĕ. Ун патĕнче эпĕ пурĕ те виçĕ хутчен пулнă. «Социализм çулĕпе» хаçат редакцийĕ ун чухне Ленин урамĕнчи шултра пĕренеллĕ йывăç çуртра вырнаçнăччĕ.

Вăл Вăрнар поссовет ĕçтăвкомĕн «Г» саспалли евĕрлĕ йывăç çурчĕпе хальхи 48-мĕш çурт хушшинче ларатчĕ.

1957 çулхи çурла уйăхĕнче пире редакцинче Евгений Ени - Евгений Николаевич Ефремов пуçтарчĕ. Эп тин кăна Кĕçĕн Кипек вăтам шкулне вĕренсе пĕтернĕ. Пурте, пухăннисем, хаçата çырнисĕр пуçне, кукуруза ÿстерекен звеносенче тĕрмешетпĕр. Е.Ефремов - чăвашсен тĕп хаçачĕсен собкорĕ, «Правда» спецкорĕ. Мускавра тухаканнисенче аслăк анлăш статьясем тăрслаттарать. Пире, хайхискер, хăлтăр-халтăр икĕ «газик» тупнă та ?район хаçачĕ унашкаллине тĕлленеймен-ха%, Кульцава лартса кайрĕ. Мулакассипе Çĕн Кипек хушшинче хăпарнă кукуруза пирĕн те вăрман евĕрлехчĕ. Анчах Кульцаври кукуруза пире май çук тĕлĕнтерсе пăрахрĕ. Туни - сатур ал хурсинчен кайи çук. Тĕшĕллĕ пуçĕ - чавса тăршшĕ. Çÿллĕшĕ - мăя пăрса, пуçа çĕклесе пăхма тивет.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Михаил ВАСИЛЬЕВ

Вăрнар

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика