Яваплăх инкекрен хÿтĕлет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.11.2025, 09:58 Просмотров: 13

Çуллахи ăшă кунсем тахçанах иртрĕç ĕнтĕ, шыва кĕрсе савăнни те асра кăна юлчĕ. Çав шăрăх вăхăтра юханшывсем, пĕвесемпе кÿлĕсем хĕрринче канакансем хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманран инкексем тухни те пĕрре мар пулчĕ.

Анчах, шел те, шыва кĕмелли тапхăр иртсен те синкерсен шучĕ хушăнма чарăнмасть. Шăматкун кăна, акă, Чăваш енри МЧС служби пирĕн округра шыв-шур инкекĕ пулнине пĕлтерчĕ. Тăвальушкăнь Ялтăра çывăхĕнчи юханшывра 33-ри арçын путнă-мĕн. Унăн виллине ял çыннисем тупса кăларнă. Çăлавçăсен службин малтанхи информацийĕ тăрăх, инкек пулăçă хăрушсăрлăх правилисене пăснăран тухма пултарнă. Унччен вара çакăн евĕр тĕслĕх Куславкка тăрăхĕнче те çырăннă. Унта çăлавçăсен плотинара шыв айне кайнă 57-ри арçынна çыран çине кăларма тивнĕ.

Паллă ĕнтĕ, инкеклĕ тĕслĕхсен тĕп сăлтавĕ - шыв-шур çывăхĕнче асăрханулăх çинчен манни. Тимлĕх вара çутçанталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те кирлĕ. Çавăнпа та МЧС сотрудникĕсем хăрушсăрлăх правилисене пăхăнни сывлăхпа пурнăçа сыхласа хăварма пулăшнине аса илтереççĕ:

- Пулла каякансен яланах çанталăк прогнозне шута илмелле. Çумăрлă, ăмăр вăхăтра килтех юлсан лайăхрах.

- Кÿлĕ-юханшыв çине кимĕпе тухатăр-тăк, çăлав жилетне тăхăнма манмалла мар.

- Шыв çине тĕттĕм вăхăтра тухни те хăрушă - çакна та асра тытмалла.

- Шыв-шур йăнăша каçармасть: эрех сăра ĕçрĕн-тĕк, ÿсĕрле пĕве-юханшыв хĕрне ан пыр.

- Ачасене те асăрхавсăр хăварма юрамасть. Вĕсене хăйсем тĕллĕн пулла çÿреме ирĕк памалла мар.

Яланах асра тытăр: сирĕн яваплăх - сирĕн хăрушсăрлăх!

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика