Тасалăхпа тирпей-илем кÿме

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.11.2025, 10:12 Просмотров: 130

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе муниципаллă тата хула округĕсене тасалăха тата тирпейлĕхе тытса пыма ятарлă техника уйăрнă.

Çакăн валли 92 млн тенкĕлĕх 23 трактор туяннă. Кустăрмаллă хурçă утсене Чăваш енри «Трактор завочĕсем» паллă концерн туса кăларнă. Палăртса хăвармалла, ку предприяти пĕрре кăна мар сумлă наградăсене тивĕçнĕ. Эппин, концерн кăларакан продукцин пахалăхĕ пысăк шайра пулни иккĕлентермест.

Иртнĕ эрнере Вăрнар округне тахçанах кĕтнĕ парнене - «Агромаш 90ТК» çĕнĕ трактора - илсе çитернĕ. Ăна хальхи технологисемпе тивĕçтернĕ, çавăнпа та унăн функцийĕсем те анлă. Комплектра çакакан тата кăкаракан оборудовани пур. Çак машинăсемпе çул-йĕр строительствипе юсавĕнче, ял хуçалăхĕнче тата коммуналлă сферăра усă курма меллĕ. Ятарлă техникăна Вăрнарти урамсене тирпей-илем кÿме, çурт çумĕнчи территорисене тасатма усă курĕç. Çапла майпа вăл экологипе çынсен пурнăç шайне лайăхлатма, поселока хăтлăрах тума пулăшĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика