95 çул - пĕр çемьери пек

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.11.2025, 10:13 Просмотров: 13

Эпир, хаçатçăсем, хастар ентешсен çитĕнĕвĕсемшĕн чунтан савăнатпăр, вĕсем çинчен яланах вулакансене пĕлтерме васкатпăр. Тăван предприяти-организацисен ÿсĕмĕсене те туллин çутататпăр, хамăр округ аталанăвĕшĕн хăпартланатпăр. Çак кунсенче вара пачах тепĕр майлă - мĕнпур çынсенчен, организаци-учрежденисенчен, аякри туссенчен те хамăр ятпа мухтав сăмахĕсем илтме - питĕ пăлхануллă та кăмăллă пулчĕ. Сăлтавĕ те сумлă - «Çĕнтерÿ çулĕ» 95 çул тултарчĕ.

Çулĕсене пăхмасăрах район хаçачĕ çаплипех округ çыннисемшĕн çывăх юлташ пулни, ăна чăтăмсăррăн кĕтни, пирĕн ĕçе хисеплени - редакци коллективĕшĕн, чăн та, çÿллĕ хаклав. Ырă тав сăмахĕсем пире малалла татах та интереслĕрех статьясем шăрçалама хавхалантараççĕ, хаçат страницисем çинче çивĕч ыйтусене çĕклеме хистеççĕ, пурнăçпа тан пыма çĕнĕ вăй-хăват параççĕ. Çирĕплетсех калама пултаратпăр: хавхаланăва эпир юратнă хаçатăмăрăн 95 çулне халалланă уявра янăранă кашни саламран, кашни сăмахран та пĕтĕм чун-чĕрепе туйса илтĕмĕр. Пирĕн тус-юлташсен пысăк йышне юбилей праçникĕ шăп та лăп пĕрремĕш номер тухнă кун - ноябрĕн 1-мĕшĕнче - пухрĕ. Вăл асаилÿсен, ăшă калаçусен тĕлпулăвне çаврăнчĕ.

- «Çĕнтерÿ çулĕн» кун-çулĕ чăннипех тулли те пуян. Унăн историне, тĕрĕссипе, коллектив кăна мар, обществăлла корреспондентсем, вулакансем, хаçатпа туслă пин-пин çын çыраççĕ. «Районкăн» 95 çулхи юбилейĕ - сирĕн кашнин уявĕ. Эпир вара яланхиллех вулакан шанăçне тÿрре кăларас тесе тăрăшатпăр. Паянхи кун та, 95 çул каяллахи пекех, тăван тăрăхри чи пĕлтерĕшлĕ событисене çутататпăр, чи маттур çыннисемпе паллаштаратпăр, халăхпа влаç тытăмĕ хушшинчи уçă калаçăва йĕркелетпĕр. Çак çыхăну малалла та татăлми пуласса, «Çĕнтерÿ çулĕн» çемйи хушăнса кăна пырасса шанатпăр, - палăртрĕ Светлана Чикмякова тĕп редактор юбилей уявне уçнă май.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика