Винограда тата ăшă юратакан культурăсене витмелле
Шанчăклă хÿтĕлевсĕр хĕл сиввине виноградăн хăшпĕр тĕсĕсем кăна чăтаяççĕ. Тĕпрен илсен, нумайăшне, çавăн пекех розăсене, гортензисене тата ăшша юратакан ытти культурăсене витмеллех.
Маларах витни те, кая юлни те ÿсентăраншăн хăрушă пулма пултарать. Ăшă чухне ку ĕçе пурнăçласан вĕсем çĕрме пултараççĕ. Чи лайăх вăхăт - темиçе кун çанталăк минус градус тăма тытăнсан тата çĕр кăштах шăнтсан. Витиччен тĕмсене торфпа е навуспа мульчаласан лайăх.
Йывăçсене шуратмалла
Шăпах çулçă тăкăнса пĕтсен вулăсене шуратни - чи эффективли. Паян сад валли ятарлă краскăсем кăлараççĕ, вĕсем извеçрен лайăхрах тытăнса тăраççĕ, чирсенчен хÿтĕлеççĕ.
Шăвармалла
Кĕр типĕ килчĕ пулсан йывăçсемпе тĕмсене лайăх шăвармалла. Çакă вĕсен тымар системине лайăхрах хĕл каçма пулăшать тата шăнма май памасть. Анчах та çакна çĕр шăниччен пурнăçламалла.
Вулăсене хÿтĕлемелле
Хĕлле шăшисемпе мулкачсем çамрăк йывăçсене самаях сиен кÿме пултараççĕ. Çавăнпа та вĕсене ятарлă сеткăпа çавăрма пулать. Çавăн пекех ал айĕнчи материалсемпе те - пластик бутылкăсемпе е капрон чăлхасемпе.
Пахчаçимĕç акмалла
Ноябрĕн малтанхи çурринче, çĕр шăнтиччен, кишĕр, кăшман, петрушка, кăшкар ути ?щавель% тата çулçăллă салат акмалла. Анчах вăррисене ытларах сапмалла, хĕлле хыççăн чылайăшĕ шăтмасан та пултарать. Йăрансене мульчапа витмеллех, çакă вăрăсене ытлашши шăнасран хÿтĕлĕ.
Кайăксене тăрантармалла
Кайăксем - сад ĕçченĕсене чирсемпе кĕрешме пулăшакансем. Уйрăмах - кăсăясем. Вĕсем йывăçсем çинче хĕл каçакан личинкăсене пĕтереççĕ. Кăсăясене пахчана илĕртес тесен сырăшсем çакăр, унта хĕвелçаврăнăш е тулă кĕрпи хурса парăр, туратсем çине сало татăкĕ çакăр.
Йăлтах пуçтармалла
Ноябрьте пахчаçимĕçе йăлтах пуçтарса илмелле - пилеше, палана, кĕрхи купăстана. Хыççăн йăрансене пĕтĕм курăкран тасатмалла. Унсăрăн пахчаçимĕç тунисем, кучанĕ çинче тĕрлĕ чирсем хĕл каçĕç.
Инвентаре майлăр
Сивĕсем пуçланиччен сад инвентарьне йĕркене кĕртĕр - управа майласа хурăр. Çуркунне калчасем лартма çĕр хатĕрлĕр, ăна навуспа тата хăйăрпа хутăштарăр.
Ноябрь 2025 |
