Чăваш ен Пуçлăхĕн Тавĕпе чысланă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.11.2025, 10:02 Просмотров: 12

Октябрĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене хăпартакансене асăнса торжествăлла мероприяти йĕркеленĕ.

Унта обществăлла ĕçченсене, волонтер юхăмĕн активисчĕсене пуçтарнă, ятарлă çар операцине хутшăнакансене гуманитари пулăшăвĕ кÿрекен регионти пысăк предприятисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тавĕпе палăртнă. Пысăк наградăна Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ те тивĕçнĕ. Светлана Каликова культура министрĕпе Чăваш енри Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Наталья Николаева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тавне предприятин социаллă тивĕçтерÿ управленийĕн ертÿçине Евгений Захарова парса чысланă.

Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпах «Август» компани тата Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ çĕршыв интересĕсене хÿтĕлекенсене тата фронт çывăхĕнчи территорисенче пурăнакансене гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтерес ĕçе активлă хутшăнаççĕ. Çак тапхăрта вĕсем пĕтĕмпе 119 млн тенкĕлĕх 42 автомашина гуманитари грузĕ янă. 2022 çултан пуçласа Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн, «Август» фирмăн Вăрнарти ытти организацийĕсен сотрудникĕсем тата предприятин ветеранĕсем хăйсен укçине 9,9 млн тенкĕ пуçтарнă. Унпа çар операцине хутшăнакансем валли гуманитари пулăшăвĕ янă тата ятарлă хатĕрсем туяннă.

Предприятин ветеранĕсем маскировка сеткисене çыхас ĕçре хастаррăн тăрăшаççĕ. Вĕсенчен пĕрне - Татьяна Павлована - мероприятире Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе чысланă.

Çĕнтерĕве çывхартма тылра хăйсен тÿпине хывакансене, ятарлă çар операцийĕн участникĕсене пулăшакансене чыс та мухтав.

Оксана СЕМЕНОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика