950 çулсенче почта уйрăмĕ Кив Сăрьелĕнче пулнă. Çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕнче Иван Проклов тăрăшнă. Вăл хаçатсене Ямаша кайса илетчĕ. Пирĕн тăрăх ун чухне Шăхасан районне кĕнĕ. «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат «Социализм çулĕпе» ятпа тухатчĕ.
60-мĕш çулсенче колхоз председателĕ Василий Лазарев тăрăшнипе почта çурчĕ çĕкленчĕ. Паянхи кун унта çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕнче Светлана Данилова тухăçлă ĕçлесе пырать. Эпĕ хăй вăхăтĕнче хаçат-журнал темиçе те çырăнса илнĕ. Тăван хаçатпа тахçанах туслă. Кашни çур çулта «Çĕнтерÿ çулне» çырăнса илетĕп.
- Пăртасри Геннадий Ивановăн, Хурăнсур Çармăсри Федор Кузьминăн, Малтикас Ялтăрари Нина Парамонован, Вăрнарти Вениамин Сорокинăн ?Венсорăн%, Сăрьел тăрăхĕнчи Борис Сергеевăн ?Янсаринăн% тата ытти авторсен статйисене, калавĕсене вулама кăмăллатăп. Хаçатри сăнÿкерчĕксене сăнама юрататăп. Палланă ентешсене, вĕсен тăванĕсене час-часах асăрхатăп. Пĕлтерÿсене те вулатăп. Акă, кÿршĕ ĕне усрать. Кĕркунне ăна улăм кирлĕччĕ. Хаçатра пĕлтерÿ тухнине каларăм. Кĕçех кÿрше хăвăртах улăмпа тивĕçтерчĕç. Çапла вара «Çĕнтерÿ çулĕ» кил хуçалăхĕнчи ыйтусене те татса пама пулăшать.
Тăван хаçата алăран ямастăп. Маншăн вăл чун апачĕ. Малалла та «Çĕнтерÿ çулĕпе» туслă çыхăну тытасчĕ.
Михаил ЕФРЕМОВ
Туçи Çармăс
Ноябрь 2025 |
