Вера ĕçрен иртерех тухрĕ. Чăваш педагогика университетĕнчен аякра мар вырнаçнă Ленин палăкĕ умĕнче чарăнчĕ те ăна, пĕрремĕш хут курнă пек, чылайччен сăнарĕ. Маларах утса пырса хакларĕ, унтан, каярах чакса кайса, хускалмасăр тăчĕ.
- Тем халиччен курманнине куртăн-им, хĕрĕм, пит сăнаса пăхатăн/ – уçăлма тухнă-ши шурă сухаллă çÿллех мар арçын: тин çеç çуса кайнă юр çийĕн туйипе чаклаттарса хĕрарăмпа юнашар пырса тăчĕ. - Кашни кунах утса иртетĕп çак палăк умĕпе. Шăп кунта. Çулла палăк хыçĕнчи саксем çинче ларса илемлĕ чечексемпе киленетĕп. Хĕлле Çĕнĕ çул умĕн тимĕр чăрăша эрешлесе вырнаçтараççĕ те унпа савăнатăп. Çуркуннепе кĕркунне çеç илемлĕх çухалнă пек туйăнать, чунра канăçсăрлăх йăшкать. Эсĕ çакна улăштарасшăн, çĕнĕлĕх кĕртесшĕн мар-ши, тесе ыйтса пĕлес терĕм санран.
Вера мучи енне ăшшăн пăхса кулса илчĕ те тĕксĕм хăмăр пальто кĕсйинчен шурă перчеткине кăларса тăхăнчĕ, çулпа иртсе пыракан икĕ хĕрпе каччăна сăнанă май хуллен калаçма пуçларĕ.
Тĕплĕнрех хаçатра
Ноябрь 2025 |
