Вăрнарсем те тухăçлă ĕçленĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.11.2025, 10:14 Просмотров: 12

Республикăри ял хуçалăх ĕçченĕсем кăçал çĕрулмин ăнăçлă тухăçне туса илнĕ. Пĕтĕмĕшле регионти аграрисем «иккĕмĕш çăкăра» 121,5 пин тонна пухса кĕртнĕ. Ку кăтарту ?113,3 пин тонна% пĕлтĕрхинчен 7,2 процент нумайрах.

Çĕрулми лаптăкĕсем кăçал 4,1 пин гектар йышăннине каламалла. Вăтам тухăç республикипе - гектартан 297,4 центнер, иртнĕ çулхинчен 18 процент ытларах. Чи пысăк кăтарту республикăра Вăрмар ?394 ц% тата Елчĕк ?369,7ц% округĕсенчи çĕр ĕçченĕсен. Вăрнарсем те ÿсĕмлĕ ĕçленисен шутне кĕнĕ: тухăç шайĕ республикăринчен пысăкрах.

Чăваш ен Ял хуçалăх министерстви аграри предприятийĕсемпе фермерсем хушшинче «иккĕмĕш çăкăра» туса илессипе чи маттур тимленисене те пĕлтернĕ. Чи пысăк тухăç илнисенчен пĕри - пирĕн округри «Мураты» ял хуçалăх производство кооперативĕ. Ку хуçалăхра çĕрулмине 125 гектар çинче лартса ÿстернĕ, тухăçлăхĕ - 480 центнер.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика