Тупăшлă ĕç шантарнă та...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.11.2025, 09:58 Просмотров: 13

Шел те, хаçат страницисем çинче те пĕрмаях мушенниксен киревсĕр ĕçĕсем çинчен калаçма тивет. Асăрхаттаратпăр пулин те, вĕсен серепине çакланакансен шучĕ пурпĕрех хушăнса пырать. Хамăр округра та шулĕксенчен тата тепĕр çын шар курнă. Хальхинче - 39-ти хĕрарăм. Ăна интернетра тупăш илме шантарнă та хăйне укçасăр тăратса хăварнă.

Вăл полици пайĕнче пĕлтернĕ тăрăх, преступниксем унпа август уйăхĕнчех çыхăннă-мĕн: интернетри пĕр паллă суту-илÿ платформинче ĕç сĕннĕ. Вăхăтлăх ĕçлемен хĕрарăм килĕшнĕ, килтен тимлесех тупăшлă пулма ĕмĕтленнĕ. Малтанах мушенниксене вăл 19380 тенкĕ куçарса панă. Каярахпа вара - тата 32 пин тенкĕ. Çакă интернетра ĕçлесе илнĕ укçана «кăларма» кирлĕ тесе ăнлантарнă ăна. Вăхăт иртсен тин ăнланса илнĕ хĕрарăм хăйĕнчен укçа кăна туртса кăларнине.

Чăнах та преступниксем халĕ çынсене тем тĕрлĕ те улталаççĕ. Тепĕр хут асăрхаттаратпăр: телефонпа шăнкăравлакансемпе те, интернетра сирĕнпе хутшăнас текенсемпе те питĕ сыхă пулăр! Пĕлмен ссылкăсемпе кĕрсе ан кайăр, шанчăксăр сайтсем çинче регистраци ан тухăр. Хăвăрăн банк карттисен даннăйĕсене те никама та ан пĕлтерĕр. Кирек ăçтан шăнкăравласан та, хăть мĕнле хăратсан та, е парне-тупăшпа илĕртсен те палламан-пĕлмен çынсене укçа куçарса ан парăр, курьерсенчен те тыттарса ан ярăр.

Светлана МАРТЫНОВА,

полицин «Вурнарский» пайĕн участокри

уполномоченнăйсен пайĕн пуçлăхĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика