Вăрнарсем - малтисен йышĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.11.2025, 10:24 Просмотров: 122

Ял хуçалăх ĕçченĕсен кăçалхи кăтартăвĕсем чăннипех те савăнтараççĕ: вăтам тухăçлăх республикăра пĕлтĕрхи рекордсене те иртсе кайнă. Пĕтĕмĕшле тырпул пухса илнипе Чăваш ен Атăлçи федераллă округра тăваттăмĕш вырăн йышăнать. Çавăн пекех регион ял хуçалăх организацийĕсенчи тухăçлăхпа та тăваттăмĕш.

Паянхи куна мĕнпур муниципалитетра тырпул культурисене тата çĕрулмие пухса кĕртессине вĕçленĕ ĕнтĕ. Вăрнарсем те кĕрхи ĕçсене ăнăçлă ирттернĕ. Сăмахран, пирĕн округ пухса илнĕ тырпул калăпăшĕпе елчĕксемпе, çĕрпÿсемпе тата канашсемпе пĕрле лидерсен йышĕнче. Вăтам тухăçлăх вара республикăра 36,8 центнерпа танлашнă.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика