Юратнă хаçатăмăр «Çĕнтерÿ çулĕ»,
Тултартăн эсĕ тăхăрвун пилĕк çул,
Тумхахлă çулу санăн пулчĕ пулĕ,
Пурпĕр утрăн малаллах эс кунран кун.
Аслă Çĕнтерÿ тултарчĕ сакăрвуннă,
Юратнă хаçатăм - тăхăрвун пилĕк çул.
Çирĕп утăмпа ăмăртса вĕсем утнă,
Утсамăр эсир тата çавăн чул.
Мĕн чухлĕ пултаруллă ĕçчен
Тăрăшрĕ чунтан ку ĕçре!
Хаçат ячĕ хăпарчĕ çуллен,
Паян вăл пурин чĕринче!
Хăшĕ-пĕрисем халь çук та пурнăçра,
Хавхалантарсах пыраççĕ пурпĕрех вĕсем.
Нумай вулакан, хаçата савакан,
Сана алла тытаç вĕсем куллен!
Пултаруллă çынсен шăписем çинчен
Çутатать хаçатăмăр куллен.
Усăллă канашсем, спорт хыпарĕсем,
Пĕр-пĕрне саламланă ăш сăмахсем.
Салам, мухтав сана, «Çĕнтерÿ çулĕ»!
Ан ватăлсам эс нихăçан!
Сан кашни номернех кĕтетпĕр,
Сана ямастпăр алăран!
Эльвира ПЕТРОВА
Мăн Явăш
Ноябрь 2025 |
