Саранск хулинче ишессипе «НацПлав-ДЕТИ» «Хитрый Лис» реги-онсем хушшинчи турнир иртнĕ. Ăмăр-тăва Пензăри, Хусан-ти, Мускаври, Чул-хулари, Омскри, Ял-тăри тата ытти хула-сенчи чи вăйлă ише-кенсем хутшăннă.
Ку турнирта «Химик» спорт комплексĕн воспитанникĕсем пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă, пурĕ 36 медаль çĕнсе илме пултарнă. Вĕсенчен 11-шĕ ылтăн, 11-шĕ кĕмĕл, 14-шĕ пăхăр медальсем. Ăмăртăва хутшăннă 34 командăран «Химик» спорт комплексĕн команди пĕтĕмĕшле зачетра 6-мĕш вырăн йышăннă.
Медальсем çĕнсе илнипе пĕрлех спортсменсем разрядсем те тултарнă. Елизавета Егорова çитĕннисен 2-мĕш разрядне, Анфиса Илюшина çитĕннисен 3-мĕш разрядне, Арина Мещанова, Кира Васильева, Ева Никифорова, Клим Аликов çамрăксен 1-мĕш разрядне илме пултарнă. Тĕрлĕ дистанцисенче хĕрÿ тупăшура маттур ишевçĕсем кашниех 5-3-шер медале тивĕçнĕ. Тĕслĕхрен, Кира Васильева тăватă хутчен ылтăн, пĕр хутчен кĕмĕл призер, Клим Аликов икĕ хутчен ылтăн, пĕр хутчен кĕмĕл призер пулса тăнă. Ыттисем те хастарлăхпа палăрнă, Елизавета Егорова, Арина Мещанова, Александра Орешкина, Артем Данилов, Дарья Анисимова, Софья Кудряшова, Юлия Андреева, Ева Никифорова, Степан Войтенков тата Валерия Бурлакова темиçе хутчен те çĕнтерÿ пьедесталĕ çине хăпарнă.
Паллах, çамрăк спортсменсен çитĕнĕвĕсенче Никита Сергеевич Тимофеев тренерăн тÿпи пысăк. Вăл пулăшса, вĕрентсе пынипе ачасем тĕрлĕ стильпе хăвăрт ишес ăсталăха туптаççĕ. Час-часах тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсем йышăнаççĕ.
Оксана СЕМЕНОВА
Ноябрь 2025 |
