Район хаçатне вулакан çырăнтăр, кашни кăларăмне кĕттĕр - çак тĕллевпе тăрăшрăмăр икĕ пиннĕмĕш çулсен пуçламăшĕнче.
Халĕ аса илетĕп те, тĕрĕс турăмăр эпир Вăрнарти издательство çуртне панкрута кăларма памасăр. Хăшпĕрисен çавнашкал шухăш пулнине каярах кăна пĕлтĕмĕр.
Мана директор-тĕп редактор ĕçне 2000 çулта сĕнсен, чылай шухăшласа çÿрерĕм. Ун чухне эпĕ район радиовещани редакторĕнче тимлеттĕм. Хаçат редакцийĕпе типографире мĕнле лару-тăру пулнине ăнланаттăм-ха. Предприятисемпе организацисем компьютерсем туянчĕç, çĕнĕ технологисем, программăсем илчĕç. Апла пулсан, типографие «шурлăхран» туртса кăлармалли çулсем шырамалла. Çитменнине тата, хаçатне те Канашри типографинче пичетлетчĕç - Вăрнарти издательство çуртĕнче офсет машини çук. Вĕсен умĕнчи парăм пысăк пулнине пĕлсен вара кăмăл самаях хуçăлчĕ.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Альбина ФОМИНА
Ноябрь 2025 |
