Сывлăх пулсан, эпир телейлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.11.2025, 10:13 Просмотров: 13

Эпĕ хама телейлĕ тесе шутлатăп. Пĕчĕк чухнех, хам астăвасса, шур халатлă çынсем хушшинче ÿсрĕм. Манăн анне нумай çул Çĕмĕрле районĕнче те, Вăрнар районĕнче те медицинăра ĕçленĕ.

Аçăмçырми ялĕнчи ватă çынсем ăна лайăх астăваççĕ. «Эпир ун чухне çамрăк пулнă. Сан анне пире суккăр пулса юласран нумай пулăшрĕ», - тесе каласа параççĕ вĕсем. Вăл шутра - Аçăмçырми ялĕнчи Владимир Ильич Лукин, Роза Антоновна Соловьева, Мария Павловна Маркова тата Малтикас Ялтăрари Татьяна Яковлевна Ананьева.

Анне, Иустиния Константиновна Кузнецова, медсестрара 55 çул ытла ĕçленĕ. Вăл Канашри медицина училищинче пĕлÿ илнĕ. Чăнах та, мĕн чухлĕ вăй, чăтăмлăх кирлĕ медицина ĕçченне! Ун тухтăр та, врач та пулма тивнĕ. Ĕлĕкхи вăхăтра васкавлă пулăшу машинисем пулман, больницăна лашапа ăсатнă.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Геннадий ЮМАНАЙ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика