Хурт-хăмăр ĕрчетесси çăмăл ĕç мар. Тутлă пылĕпе сăйланма кăна ырă! Сиплĕ те паха çимĕç туса илессишĕн вара çулталăкĕпех мĕнле ăшталанмалла! Ку енĕпе утар-çăсен кашнин хăйĕн меслечĕсем, хăйĕн вăрттăнлăхĕсем пур ĕнтĕ. Çапах та пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма, хурт-хăмăр ĕçĕнчи çивĕч ыйтусене сÿтсе явма яланах хавас вĕсем.
Акă, иртнĕ эрнере те округри хурт-хăмăр ăстисен пĕрле пухăнма ырă сăлтав пулнă. Вĕсем Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ умĕн иртнĕ Пыл куравне хутшăннă. Çак кун Вăрнарти библиотекăн вулав залĕ вăхăтлăха техĕмлĕ шăршăсемпе илĕртекен «утара» çаврăннă тейĕн. Ку тĕлпулу конкурс майĕпе иртнĕ те, участниксем хăйсен хуçалăхĕсенчи пылĕсене илсе килнĕ, вĕсене хаклава тăратнă. Мероприятие ял хуçалăх техникумĕн вĕренекенĕсемпе преподавателĕсем, библиотека ĕçченĕсем, вулаканĕсем те хутшăннă.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Ноябрь 2025 |
