2019 çултанпа Чăваш енри Росреестр ял ипотекине регистрацилени çинчен 781 заявлени шута илнĕ. Çав йышран 8-шне 2025 çулта. Пĕтĕмпе çак программăпа Чăваш Республикинче пурăнакан 1763 çемье 4 млрд тенкĕлĕх пулăшăва тивĕçнĕ, хăйсен çурт-йĕр условисене лайăхлатма пултарнă.
Аса илтеретпĕр, тÿрĕ лини вăхăтĕнче республика Пуçлăхĕ патне ял ипотеки пирки ыйтупа тухнăччĕ. Программа кăçалтан тепĕр хут старт илнине çирĕплетнĕ Олег Николаев. Октябрь уйăхĕнчен «Россельхозбанк» ял ипотекине илме заявкăсем йышăнма пуçланă. Унăн ставки 3:-па танлашать. Çăмăллăхлă программăн çĕнĕ условийĕсемпе ипотекăна агропромышленность комплексĕн тата социаллă сферăн яллă вырăнсенче тимлекен сотрудникĕсем тата ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен мăшăрĕсем тивĕçме пултараççĕ. Укçа-тенкĕпе усă курса пурăнмалли хатĕр пÿрт туянма е аккредитациленĕ подряд организацийĕ пулăшнипе çĕнĕ кил-çурт хăпартма пулать. Çавăн пекех ял ипотекипе нумай хваттерлĕ çĕнĕ çуртсенче ?анчах хăпартма пуçланă е туса пĕтерсен% хваттер туянма май пур. Заявкăна пăхнă чухне çурт 5 хутран сахалрах пулнине тата яллă тăрăхра вырнаçнине шута илеççĕ. Ипотека программине хутшăнма пĕрремĕш хывăм 30: кая мар пулмалла.
Росреестр управленийĕн ертÿçи Екатерина Карпеева пĕлтернĕ тăрăх, октябрь уйăхĕнче çĕнĕ условисемпе 2 заявлени йышăннă. Республикăра пурăнакансем Шупашкар округĕнче çуртпа çĕр участокĕ тата Вăрнар поселокĕнче нумай хваттерлĕ çуртра пая кĕрсе хваттер илнĕ.
Ноябрь 2025 |
