Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «НИМЕ - халăх бюджечĕ» программăпа кăçал проектсен 80 проценчĕ пурнăçа кĕнĕ ĕнтĕ. Хуласене илсен, Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта тата Канашра, сăмахран, тротуарсен юсавне вăтамран 68 процент чухлĕ вĕçленĕ.
Çак виçĕ хулара пĕтĕмĕшле 97 тротуара юсаса çĕнетме палăртнă. Ку объектсене хăтлăх кĕртме республика бюджетĕнчен августра 269,7 млн тенкĕ уйăрнă.
Аса илтеретпĕр, кăçал Чăваш ен Пуçлăхĕн йышăнăвĕпе хуласенче пуçаруллă бюджет программине анлăлатма май килнĕ. 2026 çулта пурнăçа кĕртме, акă, вĕсенчен конкурс суйлавне 305 проект килнĕ. Ку хисепрен 54-шĕ - «Пирĕн çулсем» енĕпе.
Яллă вырăнсенче вара программа кăçал 1555 проекта пĕрлештерет. Халăх пуçарăвĕсене тивĕçтерме уйăракан укçа-тенкĕ - 3,2 млрд тенкĕ. Пуринчен ытла проектсем çулсене юсас, инфраструктурăна аталантарас тата ялсене хăтлăлатас тĕлĕшпе пурнăçланаççĕ. Çавăн пекех «Санăн суйлав», «Тĕлĕнмелле шыв», «Ача-пăча тĕнчи» тата «Спорт территорийĕ» направленисемпе те хастар тимлеççĕ.
Хальхи вăхăтра мĕнпур проектран 1259-шĕпе ?81 проценчĕпе% ĕçсене вĕçленĕ. Республикăн ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев пуçаруллă проектсене пурне те тăсса ямасăр вăхăтра пурнăçа кĕртмеллине, ĕçсен пахалăхне те çирĕп тĕрĕслесе тăмаллине асăрхаттарса каланă.
Хамăр инф.
Ноябрь 2025 |
