Ун ячĕ çăлтăр пекех ялкăшать...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.04.2023, 09:05 Просмотров: 387

Мăн Явăш тăрăхĕ пулта-руллă çынсемпе пуян. Эпир эстрада юрăçисене - Маргарита Турингене, Стас Владимирова, Александр Арсентьева - пĕлетпĕр-ха. Паллă чăваш поэчĕ Алексей Воробьев та кунтах çуралса ÿснĕ. Пурнăçран уйрăлса кайнăранпа чылай çул иртрĕ пулин те Алексей Александровичăн ырă ячĕ тăван халăх асĕнчех упранать.

Алексей Воробьевăн пĕлтĕр юпа уйăхĕнче 100 çулхи юбилейĕ пулчĕ. Поэтăмăра халалласа халĕ те мероприятисем йĕркелеççĕ. Мăн Явăш шкулĕнче иртнĕ эрнере чаплă уяв пулчĕ.

Пĕлтерĕшлĕ мероприятие ятлă-сумлă хăнасем - чăваш халăх поэчĕ Валерий Туркай, чăваш Писателĕсен союзĕн председателĕ Улькка Эльмен - çитрĕç. Вĕсем Алексей Воробьевăн поэзири пултарулăхне пысăка хурса хакларĕç. Поэт сăвви-поэмисенче пур темăна та çутатнине палăртрĕç. Вăрçă вăхăтĕнчи совет халăхĕн паттăрлăхĕ, хир ĕçченĕн тăрăшулăхĕ, тăван ен илемĕ пирки ăста шăрçаланă. Кашни йĕрки тарăн шухăшлă, çăлкуç пек вăйлăн тапса тăрать. Акă, тата хресчен чунне савăнăç кÿрекен çăкăр çинчен епле витĕмлĕ çырнă.

Алексей Воробьев 1922 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Мăн Явăшра çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Вăл фронтра та пулнă. Сталинград патĕнче пынă çапăçура йывăр аманнă.

Талантлă çын пур енĕпе те талантлă, теççĕ. Агрономра та вăй хунă. Поэт Чăвашрадио тата телевидени комитетĕнче ял хуçалăх передачисен редакторĕнче те тимленĕ.

1965-1967 çулсенче Мускавра А.М.Горький ячĕллĕ литература институчĕ çумĕнчи аслă курссенче пĕлĕве тарăнлатнă.

Алексей Воробьев СССР писателĕсен союзĕн членĕ ?1964%, Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премине те тивĕçнĕ. Унăн паллă кĕнекисем: «Юратнă сăнсем», «Çунатлă туйăм», «Кăвак шевле», «Юпа уйăхĕ», «Кăнтăрла», «Йăмра», «Хиртех ман чун».

Литература тÿпинче Алексей Воробьевăн ячĕ çут çăлтăр пекех ялкăшать. Мăн Явăш шкулĕн вĕренекенĕсем ентешĕн «Çăкăр», «Ман манифест», «Тăван ялăм», «Вăрçă чарăннă кун», «Çурхи хирте», «Урпа», «Çавал хăви» тата ытти сăввине мăнаçлăн каларĕç. Вĕсем Валерий Туркая та савăнтарчĕç, унăн сăввисене те пăхмасăр вуларĕç. Ачасем юрă-ташăра та ăста пулчĕç. Учительсем те пултарулăх номерĕпе концерта пуянлатрĕç.

Литература лаççинче ырми-канми тимлекенсем пуш алăпа килмен. Валерий Туркай поэтпа Улькка Эльмен çыравçă хăйсем çырнă кĕнекисене Мăн Явăш шкулне парнелерĕç. Калас пулать, хăшпĕр парнисене концерта хутшăннисем те тивĕçрĕç. Валерий Туркай мухтавлă поэтăмăрăн поэзине чăваш халăхĕ питĕ юратнине çирĕплетрĕ. Хăй те хăшпĕр сăвă йĕркисене аса илчĕ. Малашне поэта халалласа Мăн Явăшра «Воробьев вулавĕсене» йĕркелеме сĕнчĕ.

Тăван литература – халăхăн пуянлăхĕ. Ăна малалла аталантарасси – ку чухнехи ăрăвăн пархатарлă тивĕçĕ. Улькка Эльмен шкул ачисене чăвашла сăвă-калав çырса пултарулăх конкурсĕсене хастартарах хутшăнма сĕнчĕ. Тăван чĕлхепе пур çĕрте те хăюллăн калаçмалла тесе çирĕплетрĕ. Атте-анне чĕлхине юратмасан пире ниçта та хисеплемĕç.

Уява Алексей Воробьевăн тăванĕсем те хутшăнчĕç. Роза Кондратьева, чылай çул Раççей Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн пуçлăхĕнче тăрăшнăскер, куккăшĕпе - Алексей Воробьевпа - мăнаçланнине çирĕплетрĕ. Терт-асапне нумай курнă поэт, анчах та хаярланман, кăмăлĕпе ырă, пысăк чун хаваллă, çынсемпе тарават пулнă, ырă малашлăха çирĕп шаннă.

Мăн Явăш шкулĕн директорĕ Надежда Федорова хăнасене чĕререн тав турĕ, «Воробьев вулавĕсене» йĕркелессипе тăрăшма шантарчĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика