65 çул алла-аллăн, пĕр-пĕрне пулăшса, тĕрев парса. Çак сăмахсем чăннипех те Кĕперлĕ Кÿлхĕрринчи Мария Ивановнапа Анатолий Антонович Антоновсем пирки.
Çак вăрăм тапхăрта ырри те, йывăрлăхĕ те çул çинче сахал мар пулнă ĕнтĕ. Анчах яланах пĕр еннелле пăхса пурнăç çулĕпе утни, пĕр-пĕриншĕн тăрăшни мĕнпур чăрмавсене çĕнтерме вăй-хăват панă.
Тимĕр туя кĕтсе илнĕскерсем, халĕ те çулĕсене кура мар маттур хисеплĕ мăшăр. Мария Ивановнапа Анатолий Антонович пилĕк ачана пурнăç парса ура çине çирĕп тăратнă. Çемьешĕн, ывăлĕсемпе хĕрĕсен ырлăхĕшĕн чунтан тăрăшнă. Паянхи кун, акă, мăнукĕсемшĕн ăшталанаççĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани пама май килнĕ таран пулăшаççĕ.
Ентешĕсем хушшинче те ят-сумĕ пысăк Антоновсен. Вĕсен çемье кун-çулĕпе пурнăç ăслăлăхĕ - паянхи çамрăк мăшăрсемшĕн тĕслĕхе илмелли ырă опыт. Ахальтен мар ĕнтĕ Мария Ивановнапа Анатолий Антоновича «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе наградăласа чыс тунă.
Каламасăр май çук, Антоновсем иккĕшĕ те ĕçчен те çирĕп çынсем. Çемье çавăрсан çамрăксем пурнăçа йĕркелесе ярас тесе канма пĕлмесĕр вăй хунă. Пуш вырăнтан хăйсен аллипе чаплă пÿрт-çурт лартнă, кил-хуçалăх йĕркеленĕ. Ачисене ытлă-çитлĕ ÿстернĕ, вĕрентнĕ.
Çемье пуçĕ, акă, ял хуçалăхĕнче тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнă. 1957 çулта аслă пиччĕшĕ чĕнсе янипе вăл Новокуйбышевскра механизаторсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Çакăн хыççăн 83 çамрăка Оренбург облаçне янă. Çулталăкран яла таврăнсан Мичурин ячĕллĕ колхозра комбайнерта тăрăшма тытăннă, ытти ĕçсене пурнăçланă. Çĕнĕ клуб çĕклесен ун ертÿçине çирĕплетнĕ. Ку вăхăтра çемьере икĕ ачи кун çути курнă ĕнтĕ, виççĕмĕшне кĕтнĕ. Уйрăлса тухнă çурт вара çĕрĕшсех пынă. Ялти вунă çамрăк, çав шутра - Анатолий Антонов та, Киров облаçне тухса кайнă, çуртсем хăпартнă çĕрте вăй хунă. Кунти ĕç ăна парăмсенчен татăлма пулăшнă. Хăй аллипе хăтлă çурт çавăрнă.
Анатолий Антонович колхозра тĕрлĕ должноçсенче 45 çул тăрăшнă. Алăран пуртă яман. Платниксен бригадине ертсе пынă май, вите-фермăсем, клуб çĕкленĕ çĕрте чи хастарри пулнă. Бригадирта ĕçленĕ чухне колхоз ял хуçалăх таварĕсем туса илессипе яланах малта пынă, кăшманран, çĕрулмирен, кишĕртен пысăк тупăш илнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ, 1973-1975 çулсенче вăл «Социализмла ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи» ята алăран яман.
Анатолий Антоновăн мăшăрĕн çичĕ ачаллă çемьере çитĕннĕрен пуçламăш шкулта кăна пĕлÿ илме тивнĕ. Вунтăваттăрах фермăна сыснасем пăхма вырнаçнă. Ĕмĕрĕпех колхозра вăй хунă. Укçа çитсе пыманнипе çав вăхăтрах фельдшерпа акушер пунктĕнче санитаркăра, клубра техничкăра тăрăшнă.
Ачисем вара Антоновсен пиллĕк. Тĕрлĕ çĕрте тĕпленнĕ пулин те тăван киле манмаççĕ вĕсем, кашни эрнерех килсе çÿреççĕ, мăнукĕсемпе савăнтараççĕ.
Кирек мĕнле самантра та пĕрле пулнă Антоновсем. Пĕр-пĕрне кÿрентермен, сутман, пулăшса пынă. Çакă та вĕсен пĕрлехи ĕмĕрне тăсать ĕнтĕ.
Ноябрь 2024 |