Ачана эрех ĕçме нихăçан та ан сĕнĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.09.2026, 15:52 Просмотров: 131

«Ĕçкĕпе иртĕхни – хамăр ирĕкпе ухмаха тухни», – тенĕ Гиппократ темиçе ĕмĕр каяллах. Эрех-сăра ĕçни пысăк инкек патне çитерни çинчен пĕрре кăна мар асăрхаттарнă ĕнтĕ. Уйрăмах çула çитмен ачасемпе çамрăксен организмне сиен кÿни каламасăрах паллă. Çамрăксем эрех-сăрапа иртĕхме пуçласан алкоголь чирĕ хăвăрт аталанма пуçлать. Хăйсен ирĕкĕпе е хистенипе тутанса пăхаççĕ вĕсем малтанлăха нимпе те сиенлĕ мар пек туйăнакан шĕвеке. Анчах та «симĕс çĕлен» хăйĕн ытамне çавăрса илнине сиссе те юлаймаççĕ. Çамрăксене йăнăш утăм тăвасран мĕнле сыхламалла-ха/ Çакăн çинчен Вăрнарти полици уйрăмĕн çула çитменнисемпе ĕçлекен инспекцин аслă инспекторĕпе Эльвира ТАТАРОВАПА калаçатпăр.

– Эльвира Геннадьевна, паллă ĕнтĕ, эрех-сăра ĕçни никама та ырри патне çитермест, анчах та çакăнта ачасем те çакланни питех те пăшăрхантарать. Кунта вара аслисен яваплăхĕ çинчен тепĕр хутчен аса илтермеллех.

– Чăнах та, ачасен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн аслисем яваплă. Ашшĕ-амăшĕпе вĕрентекенсен, çывăх çыннисен тимлĕ пулмалла. Ача пурнăçĕпе интересленсех тăмалла. Юлташĕсем камсем/ Ытларах ăçта пулать/ Тыткаларăшĕнче улшăнусем пулмаççĕ-и/

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика