Афганистанра виçĕ çул интернационаллă тивĕçе пурнăçласа çапăçусене Пăртасран пилĕк çамрăк, Чечня хурахĕсемпе 12 çул пынă вăрçа вунсаккăрăн хутшăнчĕç. Анăçри патшалăхсем хĕтĕртнипе çĕнĕрен пуçĕсене çĕкленĕ фашистла бандеровецсене тата ытти нацистсене хирĕç ирттерекен ятарлă çар операцине 2022 çултанпа 24 çамрăк тухса кайрĕç. Шел, паянхи кун тĕлне вĕсенчен саккăрăшĕ тăван яла «200-мĕш тиев» ятпа таврăнчĕç. Кунсăр пуçне çĕршыв тăнăçлăхĕшĕн хĕсмете тăваттăн Венгрире, саккăрăн Германире, иккĕн Монголире тата тепĕр каччă Кубăра ирттернĕ.
Çакăн çинчен тата вĕсене сума суса ялта ятарлă мемориаллă палăк уçас шухăш пирки «Çĕнтерÿ çулĕ» 2022 çулхи 82-мĕш, 2023 çулхи 86, 90-мĕш, 2025 çулхи 75-мĕш номерĕсенче çырнăччĕ. Çак ыйтăва икĕ хутчен - 2024 çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче тата кăçалхи ака уйăхĕнче - ял пухăвĕсенче пăхса тухнă. Ÿкĕнмелле те, унта пуçтарăннисем икĕ хутĕнче те тепĕр мемориал лартас сĕнĕве хирĕçленĕ. Кăçалхи пухура вара палăк лартассишĕн сасăлакансем иккĕн, ялта пурăнакан Л.Матвеевапа округ администрацийĕн специалисчĕ Е.Никитина, кăна пулнă.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Геннадий ИВАНОВ,
республикăри АПК ветеранĕсен Союзĕн членĕ
Пăртас
Сентябрь 2026 |
