Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Виçĕмкун Вăрнар округĕнчи кашни шкулта шăнкăрав сасси ян кайрĕ. Вăл 238 ачашăн пĕрремĕш хут янăрарĕ. Пĕлÿ тĕнчине вара пĕтĕмпе 2931 вĕренекен ыткăнчĕ. Ачасене, вĕрентекенсене яваплă тепĕр тапхăр пуçланнă ятпа округ администрацийĕн представителĕсем, депутатсем, ыттисем саламларĕç.
Кăçалхи çĕнĕ вĕренÿ çулĕ те улшăнусене çул парĕ. Учительсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Указĕпе кÿрекен хавхалантару пирки çырнăччĕ ĕнтĕ.
Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен «Госуслуги Моя школа» вĕрентÿ сервисĕ ĕçлеме пуçларĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Сентябрь 2026 |
