Тĕрĕсленни сипленнинчен аванрах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.09.2026, 15:55 Просмотров: 119

Республикăри сиплев учрежденийĕсене каймасăрах профильлĕ специалистсен сĕнÿ-канашне илме, сывлăха тарăнрах тĕпчеме май пур.

Вăрнар тĕп больницин никĕсĕ çинче «Кардиопоезд» ĕçлерĕ. Палăртмалла, «Кардиопоезд» - Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаевăн «Сывлăх патне утăм» проекчĕн çĕнĕ çул-йĕрĕ. Калăпăшлă медицина акцийĕ вăл. «Вăрăм тата хастар пурнăç» наци проекчĕн тата «Сывă пуласлăх» регион проекчĕн тĕллевĕсене пурнăçлать.

Округ çыннисем хăйсен сывлăхне пысăк тимлĕх уйăрни савăнтарать. Чĕрепе юн тымарĕсен тытăмне тĕрĕслес текенсем йышлăччĕ. Аякри ялсенчен те çитме тăрăшрĕç. Аслăрах ÿсĕмрисене вара ачисем, тăванĕсем илсе килчĕç.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика