Округра пурăнакансем ятарлă çар операцийĕн участникĕсене май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ. Ку ырă ĕçе пачах та хутшăнман ялсемпе
хуласем, поселоксем вуçех те çук пулĕ.
Пĕрисем Тăван çĕршыв интересĕсене хÿтĕлекен ентешсем валли куллен кирлĕ япаласем туянаççĕ, волонтерсем ăшă чăлха-алсиш çыхаççĕ, нумай вăхăт упранакан продуктсем хатĕрлеççĕ, шкул ачисем салтаксем патне çырусем çыраççĕ, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ырă ĕçрен пăрăнмаççĕ, кирлĕ япаласем пухаççĕ. Тепĕр хастарсем гуманитари пулăшăвне СВО зонине çитереççĕ.
Çапла вара пултарнă таран кашниех ырă ĕçе хутшăнать, çĕнтерĕве çывхартма тÿпе хывать.
Ыркăмăллăхăн чикки çук, теççĕ. Малтикас Ялтăра волонтерĕсем маскировка сечĕсем çыхас ĕçе малалла тăсаççĕ. Ĕçчен та хастар хĕрарăмсем боецсене яланах пулăшма хатĕр. Вăхăт тупса пархатарлă ĕçе хутшăнаççĕ.
- Хальхи вăхăтра пурне те пĕр тĕллев пĕрлештерет - пирĕн боецсене май килнĕ таран пулăшмалла. Кашни кун пухăнатпăр, маскировка сетки çыхатпăр. Пĕрле эпир нумай ĕç тума пултаратпăр! - теççĕ маттурсем.
Елена ТОЛСТОВА
Сентябрь 2026 |
