Обществăн чи пысăк «чирĕ» – халăх тулашри сăлтавсенчен вилни – Вăрнар район тĕп больницин иртнĕ çулхи ĕç-хĕл пĕтĕмлетĕвĕнче те çивĕччĕн палăрать. Шăпах çакă социаллă демографи кăтартăвĕн чи пысăк пайĕнчен пĕри пулса тăрать.
Шел те, ку енĕпе Вăрнар районĕ – республикăра малти вырăнта. Автансăр яла каякансем ытти çулсенчи пекех çуралакансенчен икĕ хута яхăн ытларах. Çут тĕнчене 268 пепке килнĕ пулсан, 487-ĕн пурнăçран уйрăлнă. ЗАГС даннăйĕсемпе тата ытларах – 509 çын. Цифрăсен уйрăмлăхне йĕркелекенĕсем – районтанах тухнă, анчах кунта пурăнман çынсем.
Леш тĕнчене кайнин пĕтĕмĕшле хисепĕнчен 97-шĕ (пĕрре пиллĕкмĕш пайĕ) шăпах тулашри сăлтавсемпе çыхăннă. Каялла туртаканни, шухăшлаттараканни вара – ку йышра ĕçлес ÿсĕмрисем нумаййăн пулни: 54 çын.
Тулашри сăлтавсене уйрăмшар тишкерес пулсан, пĕрремĕш вырăнта – сурансене пула пурнăçран уйрăлни, пĕтĕмпе 22 тĕслĕх% Вăрнарта – 3, Мăн Турхан тата Калинино ял тăрăхĕсенче – 2-шер, Мăн Явăш тăрăхĕнче – 3, Пăртас, Кульцав, Çавалкас, Шĕнер Ишек тăрăхĕсенче пĕрер. Пĕтĕмĕшле шутран çул-йĕр инкекĕсене пула сакăр çын сарăмсăр вилнĕ% Вăрнарта – 4, Мăн Турхан тата Калинино тăрăхĕсенче – 2-шер.
2-мĕш вырăнта – сывлав çулĕсене урăх япала лекни% 19 тĕслĕх. Поселенисемпе илсен, Вăрнарта тата Калининăра – 3-шер, Малти Ишекре, Мăн Турханта, Çĕрпелте – 2-шер, Аçăмçырминче, Упнерте, Мăн Явăшра, Кульцавра, Кĕçĕн Кипекре, Уйкас Кипекре, Хирпуçĕнче 1-ер çын вилнĕ.
Сывлав çулĕ хупланнипе асфиксирен пурнăçран уйрăлнисем вунсаккăрăн% Вăрнарта, Упнер, Ершепуç, Калинино, Кульцав ял тăрăхĕсенче 2-шер, Аçăмçырми, Мăн Турхан, Мăн Явăш, Пăртас, Вăрманкас, Ярмушка, Уйкас Кипек, Хирпуç тăрăхĕсенче 1-ер. Икĕ тĕслĕхре вилнисем – çула çитмен çамрăксем.
Пĕлтĕр Вăрнар районĕнче вуникĕ çын шăнса вилнĕ: Пăртас тата Ярмушка тăрăхĕнче – 2-шер, Вăрнар, Аçăмçырми, Мăн Турхан, Ершепуç, Кĕçĕн Кипек, Санарпуç, Çавалкас, Çĕрпел тăрăхĕсенче пĕрер çын.
Вăрнар районне каялла туртакан тепĕр кăтарту – çынсем тĕрлĕ япалапа наркăмăшланса вилни. Пĕтĕмпе вунултă тĕслĕх пулнă, çиччĕшĕ – алкоголе пула. Сарăмсăр инкек Вăрнарти (7), Аçăмçырми (1), Вăрманкас (1), Калинино (2, вăл шутра пĕри – çула çитмен çамрăк седативлă тата çывăрттаракан эмелсем ĕçни), Кĕçĕн Кипек (2), Уйкас Кипек (1), Çавалкас (1), Шĕнер Ишек (1) ял тăрăхĕсенчи çемьесенче пулнă.
Район тĕп больницин тĕп врачĕ Николай Тинюков халăхăн пысăк шайĕ, çав шутра çамрăксем те, ĕçкĕпе иртĕхнине пăшăрханса палăртать. Николай Антонович больницăна лекекен пациентсенчен арçынсен 40-е яхăн проценчĕн, хĕрарăмсен çичĕ проценчĕн алкоголь проблемисем пуррине каларĕ. «Эрех-сăра виçесĕр ĕçни нумай чире пуçарать. Уйрăмах хĕрарăмсем хаяррипе туслашни – пысăк инкек. Кун пек чухне ачасем нуша тÿсеççĕ-çке. Çавăнпа та çак ирсĕр тĕслĕхсене пĕтерес тесе мĕнпур профилактика органĕсен, халăхăн пĕрлешсе ĕçлесчĕ», – терĕ вăл. Нумаях пулмасть, ак, сиплев учрежденине пĕр ялти 22-ри хĕре илсе çитернĕ, хаяррипе туслă пулни ăна пурнăç хакне тăма пултарнă.
Тулашри тепĕр сăлтав – çынсем шывра путни. Кунашкал тĕслĕхсем çиччĕ çырăннă: Вăрманкас, Ярмушка, Ершепуç, Уйкас Кипек, Шĕнер Ишек тăрăхĕсенче пĕрер, Калинино тăрăхĕнче – иккĕ.
Çавăн пекех Вăрнарта, Кĕçĕн Кипек ял тăрăхĕнче электричество çапнипе, поселокра химие пула пиçсе кайнипе вилĕмсем çырăннă.
2018 çулта районта ĕçлекен ÿсĕмри 17501 çын шутланнă. Шел те, çынсем пурнăçран уйрăлнин тытăмĕнче пĕтĕмĕшле хисепĕн 26,1 проценчĕ шăпах вĕсене пырса тивет. Пĕлтĕр, акă, вăйпитти 121 çын вилнĕ% 81,1 проценчĕ арçынсем, 18,9 проценчĕ – хĕрарăмсем.
Çынсем вилнин тĕп сăлтавĕсене пĕтĕмĕшле илес-тĕк, ÿкерчĕк çапларах: юн çаврăнăшĕн органĕсен чирĕсенчен 167, тулашри сăлтавсенчен, каларăмăр, 97, ватлăх халсăрлăхĕнчен 71, нерв тытăмĕн чирĕсенчен 38, шыçă чирĕсенчен 37, сывлав органĕсен чирĕсенчен 29, вар-хырăм органĕсен чирĕсенчен 28 çын автансăр яла кайнă.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче пурнăç тăршшĕн виçине 2024 çул тĕлне 78 çула çитерме тĕллев лартрĕ. Республикăра пĕлтĕр вăл 73,5 çулпа танлашнă. Вăрнарсен вара çак цифра патне туртăнмалăх пур-ха. Иртнĕ çул районта халăх пурăнаслăхĕн вăтам шайĕ 69 çул пулнă% хĕрарăмсем вăтамран – 76, арçынсем 62 çул пурăнаççĕ. Ку – республикăри чи япăх кăтарту.
Пурнăç – çыншăн чи хакли. Сывлăх вара – чи кирлĕ тупра. Эппин, хамăра хамăр упрар, тимлĕ пулар. Çирĕпĕн ĕмĕрĕ вăрăм пулнă. Вилĕмрен чĕртекен чечек вара патша пахчинче те çук, теççĕ...
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |