Чăваш ен Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе паллаштарнă.
Республикăра кашни гектартан илнĕ тырпулăн вăтам тухăçĕ 40 центнерпа танлашнă. Палăртмалла, вăрнарсен те тухăçĕ çав шайрах. Андрей Макушев каланă тăрăх, уяр çанталăк лайăх тăрсан республика хăйĕн рекордне çĕнетме пултарать - аграрисем тырпула каллех 1 миллион тонна ытла пухса кĕртес тĕллевлĕ. Асилтеретпĕр, 2022 çулта аграрисем тырпула рекордлă 1,013 миллион тонна çапса илнĕ. Тата çакăн пек пысăк кăтарту 1992 çулта пулнă.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Хамăр инф.
Август 2025 |